Воскресенье, 5 мая

Протезпа ортопеди хатĕрĕсемпе тивĕçтереççĕ

Протезпа ортопеди хатĕрĕсемпе тивĕçтереççĕ

2021 çулхи майăн 26-мĕшĕнче йышăннă Чăваш Республикин Ми- нистрсен Кабинечĕн 223-мĕш №-лĕ Постановленийĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикинче пурăнакан уйрăм категорири граждансене протезсемпе тата протезпа ортопеди хатĕрĕсемпе тивĕçтермелли Йĕркене çирĕплетнĕ. Кунта протезсен шутне шăл протезĕсем кĕмеççĕ.
Асăннă йĕркепе килĕшÿллĕн инвалидноç çук, анчах та медицина кăтартăвĕсем тăрăх протезпа ортопеди хатĕрĕсемпе тивĕçтермелле, ушкăна лекекен çынсем çурăм шăммине тĕрĕс тытма пулăшакан корсетсене, хĕрарăмсен кăкăрĕн экзопротезĕсене, аслисен тата ачасен ортопеди атă-пушмакне çулсеренех тÿлевсĕр илме пултараççĕ.
Асăннă хатĕрсене илес тесен граждансен Чăваш Республикин Ĕç министерстви çинче шутланакан «Социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр» хысна учрежденийĕн Комсомольски район администрацийĕнче вырнаçнă социаллă хÿтлĕх пайне килмелле. Кунта ĕнтĕ граждансене протез предприятине валли протезпа ортопеди хатĕрĕсемпе тивĕçтерме направлени паратпăр.
Районти социаллă хÿтлĕх пайне килнĕ чухне граждансен çак документсемпе тивĕçтермелле: çирĕплетнĕ йĕркепе çырнă ыйту, 14 çула çитнисен паспорт е кам пулнине ĕнентерекен документ, çула çитмен çамрăкăн докуменчĕсене тăратнă чухне саккунлă представителĕн паспорчĕ те пулмалла. Кунсăр пуçне гражданин медицина кăтартăвĕсемпе протезпа ортопеди хатĕрĕсемпе усă курма тивĕçлине палăртакан Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин тытăмĕнчи медицина организацийĕн тухтăрсен комиссийĕ çирĕплетнĕ йĕркепе панă пĕтĕмлетÿ копине илсе килмелле. Çавăн пекех ют çĕршывра çуралнă, анчах та Чăваш Енре пурăнакан ача та ку çăмăллăхпа усă курма пултарать. Ку чухне çывăх çыннисен ача 14 çула çитмен пулсан социаллă хÿтлĕх пайне ют çĕршыв патшалăхĕн тивĕçлĕ органĕсем панă çурални çинчен çирĕплетекен свидетельствăн копине тăратмалла. Кунпа пĕрлех ăна вырăс чĕлхине куçарни, çакна нотариус çирĕплетни пулмалла.
2021 çулта корсетсемпе хĕрарăмсен кăкăрĕсен экзопротезĕсене, ортопеди атă-пушмакне хатĕрлессипе Раççей Ĕç министерстви Мускаври протезпа ортопеди предприятийĕн Шупашкарти филиалĕпе контракт çырнă. Çавăн пекех хĕрарăм кăкăрĕсен экзопротезĕсене тата ача-пăчан ортопеди атă пушмакне хатĕрлессипе çÿлерех асăннă ведомство Мускаври протезпа ортопеди предприятийĕн Канашри филиалĕпе килĕшÿ тунă.
Çулсеренех Чăваш Республикинче 800 граждана яхăн ортопеди хатĕрĕсемпе тивĕçтереççĕ. Кăçал çакна валли Чăваш Енĕн республика бюджетĕнчен 4540,7 пин тенкĕ уйăрма пăхса хăварнă. Çулталăк пуçланнăранпа граждансене валли 62 мăшăр ортопеди атă-пушмакне çĕленĕ, хĕрарăмсен кăкăрĕн 78 экзопротезне тата вĕсене çирĕплетмелли лифсем, 15 корсет хатĕрленĕ.
И.ДОЛГОВА,
районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *