Пятница, 26 апреля

Прививка тума ан ман!

Вакцинаци — инфекци чирĕсенчен хÿтĕленмелли чи лайăх мел. Анчах та çынсем коронавирус инфекцийĕнчен вакцинаци тума васкамаççĕ. Раççейри, республикăри юлашки кунсенчи кăтартусене тишкерес пулсассăн, чирлисен йышĕ пысăк хăвăртлăхпа ÿссе кайнă. Сăмахран, Мускав хулинче çак эрнере ĕçлемелле мар кунсем тесе йышăннă. Рес- публикăра та лару-тăру çивĕчленсе пырать. Апла пулсассăн вăхăтра вакцинациленни темрен те паха. Хăвăрăн тата çывăх çыннăрсен сывлăхне упрамаллине тĕпе хурса çитес кунсенче вакцинациленме тăрăшмалла.
Паянхи кун районта пурăнакансенчен чылайăшĕ /2872 çын/ çĕнĕ коронавирус инфекцийĕнчен сыхланса прививка тума та ĕлкĕрнĕ. Хăшĕ-пĕрисем прививка тутарассинчен пăрăнаççĕ. Коронавирус инфекцийĕ вĕсене хăратмасть пулмалла.
Вакцинациленме палăртакансем, районти тĕп больницăна /Лесная урамĕ, 4-мĕш çурт, инфекци корпусĕ, 1-мĕш хут, 6-мĕш кабинет/ тата пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне çитме васкăр. Хăвăрпа пĕрле амбулатори медицина карттине илме ан манăр. Вăхăтра тунă прививка сирĕн тата çывăх çыннăрсен сывлăхне упрама пулăшĕ.
ХАМĂР ИНФ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *