Вĕсенче – медицина тĕревĕ

Вĕсенче – медицина тĕревĕ

Медицина ĕçченĕн профессийĕ чăннипех те сăваплă, чи кирлĕ те пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Сывлăх хавшасан эпир чи малтан медицина ĕçченĕ патне васкатпăр. Мĕншĕн тесен эсир хăвăрăн пĕлĕвĕрпе, ăсталăхăрпа çынсене сывататăр, кирлĕ сĕнÿ-канаш паратăр.
Коронавирус чирĕ алхаснă вăхăтра, çăмăл мар лару-тăрура медицина ĕçченĕсен пĕлтерĕшне эпир татах та ытларах ăнлантăмăр. Хăрушă чирпе кĕрешсе эсир чăннипех те паттăрлăх кăтартатăр.
Районти тĕп больницăра тăрăшакан ĕçченсем пыракан кашни çынна тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ параççĕ. Сыватмăшра пуян опытлă, паха пĕлÿллĕ ăста специалистсем вăй хураççĕ. Ахальтен мар вĕсен ĕçри ăсталăхне чылай мероприятире палăртаççĕ. Вĕсем çынсене сыватнипе пĕрлех обществăлла ĕçе, спорт мероприятийĕсене хастар хутшăнаççĕ. Çитĕнĕвĕсем те сахал мар.
Мĕнпур медицина ĕçченне чирлĕ çынсемпе кăмăллă пулнăшăн тав тăватпăр, çирĕп сывлăх, телей, ĕçре ăнăçу, çитĕнÿсем сунатпăр.
А.МАРИЯН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *