Воскресенье, 5 мая

Тар тăкса ĕçлекене çĕр паха тухăçпа савăнтарать

Тар тăкса ĕçлекене çĕр паха тухăçпа савăнтарать

Районти аграрисем çурхи акан хĕрÿ вăхăтне вĕçлерĕç. Анчах çĕр ĕçченĕн вăрлăха çĕре акса-лартнипе лăпланса ларма май çук. Культурăсене пÿлмесемпе пахча çимĕç усравлăхĕсене хуриччен пăхса çитĕнтерес тĕллевпе татти-сыпписĕр вăй хумалла. Пур ĕçе те вăхăтра пурнăçламалла. Хĕвел патне туртăнакан калчасене пуçĕсене çĕр айĕнчен кăларсанах сиен кÿрекенсем нумай. Хуçалăхсенче хальхи вăхăтра культурăсене хурт-кăпшанкăсемпе чир-чĕрсенчен имçамлаççĕ, çумкурăксене хирĕç тĕрлĕ мелсемпе кĕрешеççĕ, выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ.
Июнĕн 3-мĕшĕнче «Раççей ял хуçалăх центрĕ» ФПБУ ЧР филиалĕн районти уйрăмĕн специалисчĕ Светлана Петухова «Восток» ЯХПК уйĕсенчи культурăсене тĕрĕслерĕ. Çурхи тулă тата пăрçа тикĕс шăтнă, чир-чĕрпе хурт-кăпшанкăсем çук _ имçамланă. Сĕлĕ /каярах акнă/ тикĕс те хитре шăтнă. Анасем çумкурăксенчен таса. Хуçалăхра тăрăшакансем кĕрĕк арки йăваласа ларманни куçкĕрет. «Восток» ЯХПК ĕçченĕсем хĕрсех выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. Паянхи куна хуçалăх 135 тонна сенаж, 20 тонна утă хатĕрленĕ.
— Çуркунне çитсен çĕр пушă выртни кăмăллă мар. Ăна вăхăтра акса хăвармалла. Акнă пулсан, паха тухăç илес тесен, ÿсме тата аталанма майлă условисем туса парса çитĕнтермелле. Çĕр çинче тар тăкса ĕçлекен тупăшлă пулатех, — тет Валерий Михеев.
«Восток» хуçалăх уйĕсенче кăçал тулă — 293 гектар, урпа — 310 гектар, сĕлĕ — 30 гектар, пăрçа — 30 гектар, выльăх апачлĕх куккурус — 100 гектар, пĕр çул ÿсекен курăксем — 70 гектар акнă тата нумай çул ÿсекен курăксем 50 гектар.
Район администрацийĕн ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен уйрăмĕн специалис- чĕсем пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна районти аграрисем 300 тонна утă, 585 тонна сенаж хатĕрленĕ. «Рассвет» ЯХПК — 300 тонна сенаж, «Родина» фермер хуçалăхĕ — 125 тонна утă, «Асаново» ЯХПК — 75 тонна утă, «Дубовка» ООО 150 тонна сенаж янтăланă.
С.ЕФИМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *