Социаллă контракт пулăшу кÿрет

Социаллă контракт пулăшу кÿрет

Пирĕн республикăра 2020 çултан пуçласа пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен пĕчĕкрех тупăшлă çемьесене социаллă контракт пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ. Асăннă социаллă пулăшăва илес текен граждансен районти социаллă хÿтлĕх пайне пымалла. Унта ыйту тăратнă хыççăн çакна тĕпе хурса социаллă адаптаци программине тата социаллă контракт проектне хатĕрлеççĕ.

Социаллă контрактпа сахал тупăшлă çемьесем, сахал тупăшлă пĕччен пурăнакан граждансем тата «Патшалăх социаллă пулăшăвĕ çинчен» Федераллă саккунра палăртнă ытти категорири çынсем усă курма пултараççĕ. Социаллă контракт пулăшнипе ĕç шырама, харпăр предприниматель ĕçĕ йĕркелеме, килти хушма хуçалăха тытса пыма, йывăр лару-тăруран тухма пулăшакан урăх мероприятисем ирттерме пулать.

Ĕç шырас енĕпе гражданинпа 9 уйăха таран социаллă контракт çыраççĕ. Социаллă контракт ĕçленĕ тапхăрта ĕç шырамалла, килĕшÿ çырмалла. Унсăр пуçне профессилле вĕренÿ е хушма професси пĕлĕвĕ ?кирлĕ пулсан/ илме пулать. Социаллă контракт çырнăранпа пĕр уйăх тата ĕçе вырнаçнă хыççăн виçĕ уйăх гражданина пурăнмалли чи пĕчĕк виçе чухлĕ укçан пулăшу параççĕ. 

Предприниматель ĕç-хĕлне пуçарма социаллă контракт урлă пĕр хутчен 250 пин тенкĕ таран пулăшу параççĕ. Çакă ĕçе пикенекене хăйне мĕн кирлипе тивĕçтерме пулăшать. Килти хушма хуçалăха аталантарас текенсене 100 пин тенкĕ таран тÿлеççĕ.

Енчен те ĕçлеймен ашшĕн те, амăшĕн те инвалидноç пулсан ?тулли мар çемьесенче _ ашшĕн е амăшĕн/ 18 çула çитмен ачаллă çемьесене тÿррĕн финанс пулăшăвĕ параççĕ. Çавăн пекех пĕччен пурăнакан ĕçлеймен, инвалидноçлă çынна, 18 çул тултармасăрах ачаллă пулнă ашшĕ-амăшĕсене, тăватă е ытларах ачаллă çемьесене, икĕ е ытларах ачаллă çемьере пĕртен-пĕр ашшĕ е амăшĕ кăна пулсан уйăхсерен укçан паракан пулăшупа тивĕçтереççĕ.

И.ДОЛГОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *