Понедельник, 20 мая

Пирĕн ентеш — паттăр пограничик

Майăн 28-мĕшĕнче — Чикĕ сыхлавçисен кунĕ. Çак кун пуçĕсене хунă пограничниксене аса илеççĕ, асăну палăкĕсем патĕнче мероприятисем иртеççĕ.
Тăшман тапăнса çĕршыв чиккине пăссан ăна пĕрремĕш палăртса çапăçăва кĕрекенсем — пограничниксен нарячĕсем. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă чухне те чикĕ сыхлавçисем хăйсен пурнăçĕсене шеллемесĕр паттăрла çапăçса, атакăсене сире-сире ярса тăшмана чарса тăнă. Пограничниксенчен пĕрисем хамăр çарсемпе е партизансен отрячĕсемпе пĕрлешсе çĕршыва хÿтĕленĕ. Нумайăшĕ пĕрремĕш çапăçусенчех пуçĕсене хунă, чылай салтак хыпарсăр çухалнисен шутĕнче пулнă. Вĕсен фронтри шăпи мĕнлерех килсе тухнине пĕлме çемйисене «Раççейри шырав юхăмĕ» обществăлла организаци пулăшнă, паянхи кун та пулăшать.
Андрей Григорьевич Самуков Аслă Каçал ялĕнче 1912 çулта çуралнă. Вăл çамрăк чухнех ашшĕ вилнĕ. Çурма тăлăхăн пурнăçĕ çăмăл пулман. Ача малтан Аслă Каçалта пуçламăш классенче вĕреннĕ. Унтан 7 çул вĕренмелли шкулта ăс пухнă. Вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пыраканскер обществăлла ĕçе те хастар хутшăннă. Шкултан вĕренсе тухсан вăл Вăрнарти зооветтехникума професси илме çул тытнă. Техникума пĕтеричченех каччă комсомол чĕннипе хăй ирĕкĕпе Хĕрлĕ çар ретне тăнă. Çар шкулĕнче вĕреннĕ. 1930 çулта ăна Ленинград çар округне янă. Пирĕн ентеш 3-мĕш мотомехполкра службăра тăнă. Ун хыççăн вăл Мурманск хулинче çар тивĕçне пурнăçланă. Каярахпа Андрей Григорьевича Карело-фински округри пограничниксен çарĕсен сержантсене хатĕрлекен шкулне янă. Пирĕн ентеш унта политика инструкторĕ пулса ĕçленĕ. Çакăнта вăл Аслă Отечественнăй вăрçа кĕтсе илнĕ. Андрей Григорьевич Петровски район патĕнчи çапăçусене хутшăннă. Пограничниксем çĕршыв чиккине пăсса тапăннă шурă финсене хирĕç паттăррăн çапăçнă, тăшмана малалла ямасăр атакăсене сирсе тăнă. Вăйсем тан пулманнине пула тăшман çарĕ тапăнса çапăçу Петровски районĕнчи Лубосалма ялне çитет. Кунта йĕри-тавра шурлăх, кÿлĕсем нумай. Лубосалма ялĕнчен Гора ялĕ патнелле пысăк çул иртет. Пограничниксен тĕллевĕ — çак çул тăрăх тăшмана малалла кайма чармалла. Тăшман çине-çине атакăсем çĕклесе пирĕн позицисем патнех çитнĕ. 1941 çулхи июлĕн 16-мĕшĕнче Самуков политрук салтаксене çапăçăва ертсе кĕнĕ. Тăшман атакине путлантарнă вĕсем. Анчах çак çапăçура пирĕн ентеше тăшман пульли вилмеллех амантнă. Паттăр политрука Лубосалма ялĕ патĕнче тăванла вилтăприне пытарнă. Çак вырăнта çапăçусенче пуçĕсене хунă салтаксене асăнса обелиск лартнă. Обелиск çинче Андрей Григорьевич Самуков ячĕ те пур.
Паттăр ентешĕн Канашра пурăнакан хĕрĕ Лили Андреевна «Раççейри шырав юхăмĕ» обществăлла организацин регионти уйрăмне, Канаш районĕнчи Янкăлч ялĕнчи вăтам шкулти «Эпир астăватпăр» отряда ашшĕн шăпине, вилтăприйĕн вырăнне тупма пулăшнăшăн тав тăвать.
А.ПОЛЯКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *