Понедельник, 20 мая

Район уй-хирĕсенче

Район уй-хирĕсенче

Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, колхозсенче тата хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче хĕрсех ака тăваççĕ. Хальлĕхе çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 10786 гектар çинче акнă. Çав шутра çурхи тулă — 4071 гектар, урпа — 4953 гектар, сĕлĕ — 1354 гектар, пăрçа — 163 гектар, нимĕç пăрçи — 50 гектар, вика 195 гектар йышăнаççĕ.
Çĕрулми лартас енĕпе те хуçалăхсем хастаррăн ĕçлеççĕ. Районĕпе пурĕ 575 гектар çинче «иккĕмĕш çăкăр» лартса хăварнă. «Слава картофелю» агрофирмăра — 200 гектар, «Комсомольские овощи» агрофирмăра — 120 гектар, «Рассвет» ЯХПКра — 80 гектар, «Сюрбеево» ОООра — 65 гектар, «Дружба ЯХПКра — 60 гектар, Самаринăн фермер хуçалăхĕнче 50 гектар çинче ку ĕçе пурнăçланă.
Выльăх апачлĕх культурăсем акас енĕпе те тăрăшаççĕ хуçалăхсем. Паяна пурĕ 1734 гектар пĕр çул ÿсекен курăксем, 120 гектар нумай çул ÿсекен курăксем, 699 гектар куккурус акнă.
Р.БАСНИКОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *