Прививка тăваççĕ

Прививка тăваççĕ

«Республикăра коронавируспа чирлекенсен шучĕ чакса, лару-тăру йĕркеленсе пырать. Анчах умра — отпусксем. Çынсем ют çĕршыва кайма, хăнана çÿреме тытăнаççĕ, çавна май ковид ытларах çынна ерме пултарать», — асăрхаттарнă коронавирус инфекцийĕ сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперштабăн черетлĕ ларăвĕнче. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, майăн 24-мĕшĕ тĕлне республикăра 25390 çынна çак инфекци ернĕ, вĕсенчен 23183-шĕ ку чиртен сывалнă ĕнтĕ. Шел те, 1410 çын пурнăçран уйрăлнă.
«Çынсем çак утăма хăйсен кăмăлĕпе туччăр. Ирĕксĕрлекенсене явап тыттарăпăр, мĕншĕн тесен çакă гражданинăн саккунлă ирĕкне пăсни пулать. Пирĕн тĕллев — Чăваш Енре пурăнакансене вакцинаци тума хăтлă та меллĕ условисем туса парасси. Паянхи кун республикăна вакцина çителĕклĕ килсе тăрать», — пусăм тусах каланă Олег Николаев.
ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, республикăна 123994 вакцина килнĕ. Коронавирус инфекцийĕнчен 97 пин ытла çын вакцинаци тутарма тытăннă, 72 пин ытла çын вакцинацие вĕçленĕ. «Ку — Раççейри вăтам кăтартуран лайăхрах. Вакцинаци медицина, вĕрентÿ тата социаллă организацисенче лайăх иртет. Хуласенче çак ĕçе пасарсемпе суту-илÿ центрĕсенче мобильлĕ медицина комплексĕсене явăçтарса йĕркелетпĕр», — палăртнă Владимир Геннадьевич.
Пирĕн районта та халăха вакцинацилес ĕçе пĕлсе йĕркеленĕ. Прививкăна районти больницăра тата пĕтĕмĕшле практика офисĕнче тăваççĕ. Районта паянхи куна 2 пин ытла çынна вакцинацилеме ĕлкĕрнĕ.
/ХАМĂР ИНФ./.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *