Кашни çыннăн хăйне евĕрлĕ шăпа, пурнăç çулĕ. Манăн хастар та пултаруллă, маттур та ĕçчен хĕрарăм çинчен каласа кăтартас килет. Сăмахăм Йăлмахва ялĕнче пурăнакан Зинаида Николаевна Григорьева çинчен.
Вăл Хырай Ĕнел ялĕнче йышлă çемьере çуралса ÿснĕ, çичĕ пĕртăван çитĕннĕ. Ашшĕпе амăшĕ Зинаидăн ырă кăмăллă çынсем пулнă, ачисене пурне те вĕрентме тăрăшнă. Çиччĕшĕ те вĕреннĕ çынсем, пурнăç çулĕпе çирĕп утаççĕ.
Шкула лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтерсен çамрăк хĕр нумай шутласа тăмасăрах Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищине вĕренме каять.
Тăрăшуллă хĕр училищĕрен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухать, алла диплом илет. 1968 çулта Йăлмахвари ял библиотекинче ĕçлеме пуçлать.
«Вăл вăхăтра библиотека кивĕ йывăç çуртра вырнаçнăччĕ, картлаçĕсем çĕрнĕ, маччинчен тăпра тăкăнать», — аса илет иртнĕ вăхăта Зинаида Николаевна. Анчах çамрăк хĕр парăнса тăман. Вăл ял халăхĕ библиотекăна юратса çÿретĕр тесе чылай вăй хунă. Нумай-нумай стендсем, вулав конференцийĕсем, кĕнеке куравĕсем йĕркеленĕ. Ялти культура ĕçченĕ- семпе тачă ĕçлесе тĕрлĕрен спектакльсем лартнă, кÿршĕ ялсенче те кăтартнă.
Зинаида Николаевна ялти пĕтĕм обществăлла ĕçе хастар хутшăннă. Вăл «Малалла» стена хаçачĕн редакторĕ, «Боевой листок», «Молния», «Комсомол прожекторĕ» кăларса тăракан, агитплощадкăсене, фермăри хĕрлĕ кĕтесе ÿкерсе илемлетекенĕ пулнă, çавăн пекех юлташла суд председателĕ, ял Совет депутачĕ пулнă, нумай çул вырăнти суйлав комиссийĕн секретарĕнче ĕçленĕ.
Зинаида Николаевна хăйĕн шăпине библиотекăпа çыхăнтарнăшăн пĕрре те ÿкĕнмест. Маттур хĕрарăм 38 çул чунне парса ĕçлерĕ библиотека тытăмĕнче. Тăрăшуллă ĕçчене нумай-нумай Тав хучĕпе, Хисеп грамотипе, Дипломпа наградăланă.
Вăл ĕçленĕ вăхăтра Йăлмахва ял библиотеки «Районти чи лайăх библиотека» ята ултă хут çĕнсе илнĕ, тăватă хутчен «Библиотека отличной работы» пулнă. Çавăн пекех Зинаида Николаевна Чăваш Республикин «Лучший по профессии» Дипломне те илме тивĕçнĕ.
Вăл хăйĕн телейне çак ялтах тупнă. Мăшăрĕпе Виталий Кирилловичпа икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисем пурте аслă пĕлÿ илсе тĕрлĕ çĕрте вăй хураççĕ, çемйисемпе тăван киле килсе мăнукĕсемпе савăнтараççĕ.
Пĕрре те ахаль лармасть ветеран. Хĕлле алă ĕçĕ тăвать, çулла вара пахчаран кĕме те пĕлмест. Унăн çуртĕнче, кил таврашĕнче те илемлĕ чечексем ÿсеççĕ.
Зинаида Николаевна ялти библиотекăна тăтăшах кĕрсе тухать, мероприятисене хутшăнать, кирлĕ сĕнÿсем парать.
А.ЕФРЕМОВА,
библиотекарь .