Суббота, 27 апреля

Татах улталанă

Татах улталанă

Ултавçăсенчен асăрханмалли пирки çине-çинех çыраççĕ, пĕлтереççĕ, калаççĕ пулсассăн та, шар куракансем татах та пур. Акă, çак кунсенче çеç Шупашкарта пурăнакан 45 çулхи хĕрарăм онлайн майпа билет туянас тесе укçи-тенкине ултавçăсене куçарса панă.
Май уйăхĕн 9-мĕшĕнче çак хĕрарăм полицие пулăшу ыйтма пынă. Вăл пĕр сайтра авиабилет туянас тенĕ те унăн банк картти çинчен 35 пин тенкĕ çухалнă.
Халĕ полицейскисем çав ултавçă кам пулнине палăртас тĕллевпе ĕçлеççĕ.
Япала, билет, тавар сутнă, туяннă чухне çав тери асăрхануллă пулмалла. Пĕли-пĕлми сайтсем çине кĕмелле мар, тимлĕ пулмалла.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *