Тĕл перессипе ăмăртрĕç

Тĕл перессипе ăмăртрĕç

Нумаях пулмасть Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчи спортзалта Василий Петрович Разумов вице-адмирала асăнса пневматика винтовкинчен тĕл перессипе ăмăрту иртрĕ. Василий Петрович Аслă Çĕрпÿелĕнче 1909 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнче çуралнă. Вăл флотра карапсем тăвакан инженер пулнă. Нумай çул Тинĕс-çар флотĕнче службăра тăнă ентеш чылай наградăсене тивĕçнĕ. Унăн мухтавлă ятне эпир асра тытатпăр.
Унта шкулта вĕренекенсем, Тинĕс-çар флотĕнче салтак тивĕçне пурнăçланисем тата ял-йыш хутшăнчĕç. Ăмăрту умĕн районти Тинĕс-çар флочĕн ветеранĕсен союзĕн председателĕ Евгений Орешкин, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Александр Тихонов, ял поселенийĕн пуçлăхĕ Александр Орешкин, Сергей Соколов тухса калаçрĕç. Спортра ăнăçу, çирĕп сывлăх, телей сунчĕç. 5-мĕш класс вĕренекенĕсем Кирилл Шурбин 1-мĕш, Алеся Орешкина 2-мĕш, Эвелина Гамидова 3-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Аслисем хушшинчи ăмăртура ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Орешкин пĕрремĕш вырăна йышăнчĕ, Александр Кольцов — иккĕмĕш, Сергей Соколов — виççĕмĕш. Владимир Васильевич Романов /72 çулта/ перекенсенчен чи ватти пулчĕ. Пирĕн ентеше сума сунăшăн, уяв ирттерме пулăшнăшăн спонсорсене пурне те тав тăватпăр, спортра та, ĕçре те çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăх, ăнăçу, пурнăçра телей сунатпăр.
Е. ОРЕШКИН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *