Аслă Çĕнтерÿ кунĕ кашнин чĕринче

Аслă Çĕнтерÿ кунĕ кашнин чĕринче

Çĕнтерÿ уявĕ — пирĕн халăхăн паттăрлăхне, хăйсен пурнăçне шеллемесĕр мирлĕ пуласлăхшăн тăшмана хирĕç çапăçăва çĕкленнĕ атте, асатте-мăнасаттесене асра тытма хистекен уяв.
Çакна кашниех лайăх пĕлет тата ăнланать. Пирĕн тивĕç — паттăр салтаксен ячĕсене асра тытасси, мирлĕ пурнăç парнеленĕ ветерансене сума сăвасси. Çакна тĕпе хурса Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсене, тăлăх арăмсене, тыл ĕçченĕсене, вăрçă ачисене киле çитсе саламларĕç, РФ Президенчĕн Владимир Путинăн, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн салам çырăвĕсене тата салам открыткисене çитерчĕç. Уявра ватă çынсене тимлĕх уйăрни темĕнле хаклă парнерен те паха. Салам çырăвĕ-сем çитернипе пĕрлех культура ĕçченĕ- сем вĕсене уяв юррисемпе те савăнтарчĕç. Ветерансем, паллах, куççульленмесĕр чăтаймарĕç.
2021 çулхи майăн 9-мĕшне районта йăлана кĕнĕ парадсăр ирттерме тиврĕ. Коронавирус пандемине пула Аслă Çĕнтерÿ кунне сахал йышпа уявларăмăр. Тĕрĕссипе калас пулсассăн вара, уявпа çыхăннă мероприятисем, тĕлпулусем чылай малтан пуçланчĕç. Онлайн-мероприятисем уйрăмах йышлă иртрĕç. Районта пурăнакансем, культура, вĕренÿ учрежденийĕсенче тăрăшакансем, шкул ачисем, ача садне çÿрекенсем тĕрлĕ акцисемпе конкурссене хастар хутшăнчĕç. Сăмахран, культура ĕçченĕсем, волонтерсем «Георги хăйăвне» кашнине парса çÿрерĕç. Уяв тĕлне ятарлă пысăк концерт хатĕрлени те пĕлтерĕшлĕ. Ăна кашниех онлайн-мелпе курса киленме пул- тарчĕ.
Ытти çулсенчи пек пуçтарăнса парада тухайманни район çыннисене чăрмав кÿмерĕ. Вĕсем «Вилĕмсĕр полк» акцие онлайн мелпе хутшăнса хăйсен ашшĕ, аслашшĕ-мăнаслашшĕсен паттăрлăхĕ çинчен каласа пачĕç, çуртсен, хваттерсен чÿречисене Аслă Çĕнтерÿ темипе илемлетрĕç, вăрçăра пуçĕсене хунă паттăр салтаксене асăнса йывăçсем лартса хăварчĕç тата ытти те.
Çакна интернет страницисенче вырнаçтарнă сăнÿкерчĕксем, видео-материалсем çирĕплетеççĕ.
Районта Çĕнтерÿ кунĕ яланхи пек мар, çапах та асра юлмалла иртрĕ тесе калас килет. Комсомольскинчи тĕп лапамри информаци экранĕ çинче пирĕн несĕл-сен паттăрлăхне сăнлакан кадрсене кăтартрĕç. Унпа пĕрлех вара сахал йышпа пуçтарăнса район центрĕнче уяв митингĕ иртрĕ. Чи малтанах пухăннисене район пуçлăхĕ Ремис Мансуров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов тухса калаçрĕç, уявпа саламларĕç. Вăрçăра пуçĕсене хунисене асăнса лартнă палăксем патне пурте пĕрле чечек кăшăлĕсем хучĕç.
Çĕршыв историйĕнчи çак юнлă страницăна пирĕн çеç мар, пулас ăрусен те манас марччĕ, паттăрлăх кăтартнă несĕлсене асра тытса вĕсенчен тĕслĕх илме тăрăшасчĕ, хăрушлăх умĕнче пуçа усас марччĕ.
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *