Çырăва хаклаççĕ

Çырăва хаклаççĕ

Александр ОСИПОВ,
район администрацийĕн пуçлăхĕ: «Президент Владимир Путин РФ Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче Раççейĕн кăçалхи тата çитес çулсенчи аталану йĕрĕсене уççăн палăртрĕ. Тĕп темăсем демографи, экономика пулăшăвĕн мерисем, çемьесене пулăшасси, вĕренÿ, экологи тата халăхсем хушшинчи хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем пулчĕç.
Ачасен сывлăхĕ питĕ пĕлтерĕшлине палăртса çĕршыв ертÿçи çуллахи вăхăтра ача-пăча лагерĕнче канмалли путевкăн çур хакне каялла тавăрмалли программа пуçарма хушрĕ.
Çемьесене пулăшу кÿресси паянхи кун пысăк вырăнта. Çакна та Çырура палăртнă. Владимир Владимирович шкул ачисене тата кăçал пĕрремĕш класа каякан кашни ачана августра 10-шар пин тенкĕ пама сĕнчĕ. Кăçалтан пуçласа 7 çул тултарман ача чирлесен ăна пăхнăшăн ĕç укçинчен 100 процент тÿлеме йышăнмаллине те палăртрĕ Президент. Йывăр лару-тăрăва лекнĕ ача кĕтекен хĕрарăмсене уйăхсерен 6350-шар тенкĕ тÿлеме сĕнчĕ. Çавăн пекех тулли мар çемьесенче çитĕнекен 8—16 çулсенчи ачасене июль уйăхĕнчен пуçласа вăтамран 5600-шер тенкĕ тÿлĕç. Унсăр пуçне амăшĕн капиталĕн программине 2026 çулччен тăснă.
Ялсемпе пĕчĕк хуласенчи культура çурчĕсене, музейсене çĕнетес енĕпе хатĕрленĕ проектсене пур енлĕн пулăшма тăрăшĕç. Çакна тума 24 миллиард тенкĕ ярĕç.
Çырура çамрăксене пулăшасси çинчен те каланă. Çапла олимпиадăсенче, волонтер ĕçĕнче, пултарулăхра палăракансене хавхалантарма тăрăшĕç.
Регионсен инфраструктура проекчĕсене Раççей гражданĕсен интересĕсене шута илсе пурнăçа кĕртĕç. Чи пĕлтерĕшлисем — çулсем, коммуналлă хуçалăх ыйтă- вĕсем, туризм инфраструктурин объекчĕсене комплекслă аталантарасси.
2023 çул вĕçлениччен регионсене 500 миллиард тенкĕлĕх инфраструктура кредичĕсем парĕç. Вĕсене 15 çул хушшинче тÿлесе татмалла пулĕ.
Пĕрле тăрăшсан эпир чи хăюллă плансене те пурнăçа кĕртме пултарăпăр».
Мария ИЛЛАРИОНОВА,
Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ: «Коллективпа, депутатсемпе, полицин участковăй уполномоченнăйĕпе пĕрле эпĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Владимирович Путинăн Федераци Пухăвне янă Çырăвне тимлĕн итлерĕм. Амăшĕн капиталĕн программине 2026 çулччен тăсас тенине ырласа йышăнтăм. Манăн ачасем пур, хальлĕхе эпĕ пĕр хутчен çеç кукамай пултăм. Тата ача çуратса вĕсем амăшĕн капиталĕпе усă курма пултарĕç. Çавăн пекех кашни шкул ачине 10 пин тенкĕ парасси те савăнтарчĕ.
Икĕ çул хушшинче аслă вĕренÿ заведенийĕсенче 45 пин бюджет вырăнĕ тăвасси те кăмăла кайрĕ. Вĕсенчен 70 процентĕнчен кая мар регионсенче пулĕ. Апла пулсан, пирĕн республикăри вĕренÿ учрежденийĕсенче хушма бюджет вырăнĕсем пулĕç. Çакă нумайрах ял ачине вĕренме кĕме май парĕ. Владимир Владимирович пĕчĕк пепкеллĕ амăшĕсен пособисем илме справкăсем пуçтарса çÿремелле маррине палăртрĕ. Çапла хут ĕçĕ сахалланĕ.
Пĕтĕмлетсе каласан, халăхшăн малалла ĕçлет- пĕр».
Надежда АЛЯКИНА,
врач-терапевт: «Раççей Президенчĕ хăйĕн çулсерен яракан Çырăвĕнче çĕршывшăн чи паллă самантсем çинче чарăнса тăчĕ. Çав шутра вăл коронавируспа çыхăннă лару-тăру çине те уйрăм тимлĕх уйăрчĕ. Пирĕншĕн кашниншĕн чи кирли сывлăх пулнине палăртрĕ вăл. Пĕлтĕр, пандеми тин пуçлансан, эпир чылай пăшăрхантăмăр. Мĕнлерех чир ку, епле майпа унпа кĕрешмелле, мĕн пире кĕтет; Ун чухнех Владимир Владимирович темиçе хутчен те халăх умне тухса эпир, вырăс халăхĕ, пур йывăрлăха та парăнтарасса шаннине палăртрĕ.
Чăнах та, пирĕн халăх пандеми умĕнче пуç усмарĕ. Пирĕн ăсчахсем кĕске хушăра çак чирпе кĕрешекен вакцинăсем хатĕрлерĕç. Çавна май паянхи кун прививка кампанийĕ активлăн пынине палăртрĕ çĕршыв ертÿçи. Çакă кĕркуннене коллективлă иммунитет тума пулăшĕ. Владимир Владимирович пирĕн сывлăх пирĕн алăра пулнине çирĕплетсех каларĕ».

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *