Вырăнти хăй тытăмлăх кунĕ — халăхшăн вăй хуракансен уявĕ. Çĕршывра ăна Раççей Президенчĕ 2012 çулта уяв çинчен калакан указа алă пуснă хыççăн уявлама тытăннă. Уяв кунĕ районти культура çуртĕнче савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Унта ял тăрăхĕсен администрацийĕсен ĕçченĕсене, муниципалитет службин ветеранĕсене, депутатсене, халăхăн шухăш-кăмăлне палăртакансене йыхравларĕç.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, район пуçлăхĕ Ремис Мансуров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Кайнлăк ял поселенийĕн пуçлăхĕ Альберт Кузьмин сăмах илчĕç. Вĕсем пухăннисене уявпа саламланă май муниципаллă влаç органĕсем территорисене тухăçлă аталантарас тата çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатас ĕçре питĕ кирлĕ социаллă тата экономикăлла ыйтусене татса панине палăртрĕç. Муниципалитет ĕçченĕ- семпе вырăнти депутатсен пĕлĕвĕ, опычĕ, професси ăсталăхĕ ĕçри тĕллевсене тухăçлă пурнăçлама май панине каларĕç.
Муниципалитет служащийĕ- сене нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, общество пурнăçне хастар хутшăннăшăн Тав хучĕсемпе тата Хисеп грамотисемпе чысларĕç. Вĕсем: район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн заведующийĕ Д.Галкин, информаципе тивĕçтерекен пайăн заведующийĕ Ф.Зейнетдинов, ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн аслă специалисчĕсем А.Хораськинăпа В.Сумзина, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен специалисчĕсем — Р.Галкина /Александровка/, О. Алексеевăпа Э.Сейфуллова /Элпуç/, Е. Атласкина /Комсомольски/, Н.Голландцевăпа Е.Краснова /Хирти Сĕнтĕр/. Уява Комсомольскинчи ача-пăча искусство шкулĕн вĕренекенĕсем, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн кадечĕсем тата чăваш эстрада юрăçĕсем А.Московский, А.Выйгетова, Д.Павлов юрласа-ташласа илем кÿчĕç.
Апрелĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарта, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Уяв мероприятине район делегацийĕ хутшăннă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев мероприятие пухăннисене саламланă, вăл муниципалитет органĕсенче тăрăшакансем чи малтан хумхантаракан ыйтусене татса парассишĕн яваплă пулнине палăртса хăварнă.
— Республика çирĕппĕн аталантăр тесен, пирĕн сирĕнпе кашнин яваплăха туйса ĕçлемелле, — палăртнă Олег Алексеевич.
Вырăнти хăй тытăмлăх кунне халалланă уявра муниципалитет службин чи лайăх ĕçченĕсене патшалăх наградисене парса чысланă. Çак йышра, паллах, пирĕн районăн маттур ĕçченĕсем те пур. Асанкасси ял тăрăхĕн пуçлăхне Николай Карпова Пĕтĕм Раççейри хăй тытăмлăх аталанăвĕн Хисеп грамотипе, Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхне Любовь Поляковăна Чăваш Республикин Хисеп грамотипе, район администрацийĕн тĕрĕслевпе шутлав органĕн председательне Наталия Денисовăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав хучĕпе, ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн ертсе пыракан специалистне Татьяна Мухинăна ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе чысланă.
С.ЕФИМОВА.