Тунă ĕçсем курăмлă, тĕллевсем паллă

Нумаях пулмасть РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕнче вăй хуракансем кăçалхи пĕрремĕш кварталти ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ. Канашлу вăхăтĕнче туса ирттернĕ ĕçсене хак парса туллин сÿтсе явнă, малашнехи плансене палăртнă.
Шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшакансен тĕп тĕллевĕсем — шанса панă территорири оперативлă лару-тăрăва сăнаса тăрасси, йĕркене пăсасран асăрхаттарасси, преступленисене вăхăтра уçса парасси.
Кăçалхи пĕрремĕш виçĕ уйăхра Елчĕк тата Комсомольски районĕсенче регистрациленĕ преступленисен шучĕ 18,4 процент ÿснĕ. Уйрăмах Елчĕк районĕнче ку кăтарту палăрмаллах пысăкланнă — пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 66,7 процент ÿснĕ. Çав шутра çын пурлăхне вăрланă, вĕлерессипе хăратнă тĕслĕхсем тата экономика преступленийĕсем нумайланнă.
Районти ял тăрăхĕсенчи лару-тăрăва пăхсан, Урмаел, Чĕчкен, Элпуç, Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕсенче йĕркене пăснă тĕслĕхсен шучĕ ÿсни палăрать.
Елчĕк тата Комсомольски районĕсенче пĕрремĕш кварталта тунă преступленисем хушшинче ытларах пайĕ йывăр маррисен шутне кĕрет /31 преступлени е 53,4 процент/. Уйрăмах йывăр тата йывăр преступленисен шучĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан чылай ÿснĕ. Асăннă тапхăрта пурĕ çакăн пек 16 тĕслĕх регистрациленĕ, çав шутра 10-шĕ — пирĕн районта. Йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисене пăхас пулсан, кăçалхи виçĕ уйăхра çын вĕлернĕ 3 тĕслĕхе, улталанă 5 тĕслĕхе, вăрланă 3 тĕслĕхе, суя укçапа усă курнă 2 тĕслĕхе, çын япалине харпăрлăх тунă, çынна асаплантарнă тата юри банкрота тухнă пĕрер тĕслĕхе тупса палăртнă.
Çак преступленисен 90 процентне çийĕнчех уçса панă.
РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕнче тăрăшакансем профилактика ĕçĕ çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Асăннă тапхăрта асăрхавлă тĕллевлĕ 25 преступление тупса палăртнă /пĕлтĕрхи çак тапхăрти чухлех/. Çав шутра вĕлерессипе хăратни — 10 тĕслĕх, асаплантарни — 6, хĕнени — 2.
Профилактика мерисемпе анлăн усă курнă май ÿсĕр çынсем тунă преступленисен шучĕ 24 процент чакнă. Пĕлтĕрхи пĕрремĕш кварталта çакнашкал 25 тĕслĕх пулнă пулсан, кăçалхи виçĕ уйăхра ку кăтарту 19-па танлашнă.
Унччен те судпа айăпланнă çынсем тунă преступленисен шучĕ — 24, пĕлтĕрхи çак тапхăрта çакăн пек 21 тĕслĕхе регистрациленĕ пулнă.
Шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшакансем çул çитменнисене те тимлесех тăраççĕ. Палăртнă тапхăрта ачасем тунă преступленисене регистрацилемен. Профилактика тĕллевĕпе 22 административлă протокол çырнă, 14 ашшĕ-амăшне административлă майпа явап тыттарнă.
Кăçал урамра тата обществăлла вырăнта тунă преступленисен шучĕ 11 тĕс- лĕхпе танлашнă /пĕлтĕр — 9/. Çакăн пек преступленисене тăвассинчен асăрхаттарас тата вĕсене тупса палăртас тĕллевпе икĕ районĕпе илсен обществăлла вырăнсенче 44 видеокамера ĕçлет. Вĕсемпе усă курса административлă йĕркене пăсассине 8 хутчен чарнă.
Икĕ районти лару-тăрупа паллаштарнă май, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн начальникĕ Р.Зайнуллин хушма мерăсем йышăнмалли енсем çинчен те каларĕ. Малалла вулас

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *