Конкурсра çĕнтернĕ

Конкурсра çĕнтернĕ

Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн 8-мĕш «к» класĕнче вĕренекенсем Пĕтĕм Раççейри «Смотр строя и песни. Марш победителей» интернет-конкурсра çĕнтернĕ.
Маттур ачасене тата вĕсен ертÿçине саламлама Мускав хулинчен пирĕн ентеш, «Сыны Отечества» обществăлла организацин регионти уйрăмĕн членĕ Андрей Самаркин килсе çитрĕ. Вăл вĕренекенсене малашне те конкурссенче хастар пулма, çĕнтерме сунчĕ. Çĕнтерÿçĕсене Дипломпа, парнепе чысланипе пĕрлех Андрей Алексеевич шкул библиотекине кĕнекесем парнелерĕ, Альбина Дьяконова парнине те — «Сыны Отечества, воспоминания и размышления» кĕнекене вулавăша çитерчĕ.
Интернет-конкурс çĕнтерÿçисене Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова, Елчĕк тата Комсомольски районĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов саламларĕç.
Кадет класĕнче вĕренекенсем чăннипех те маттур: вĕренÿре «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраççĕ, конкурссене хутшăнаççĕ, çар ăсталăхне те кунсерен ÿстереççĕ.
Г.ГИНАТУЛЛИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *