Пятница, 19 апреля

Сĕт хакĕ чакнă

Сĕт хакĕ чакнă

Чăваш Енре 86 пин сăвăнакан ĕне, 60 проценчĕ — килти хушма хуçалăхсенче. Сĕт калăпăшне ÿстермелли майсене республика пуçлăхĕ министерство тата ведомство ертÿçисемпе ирттерекен ларура сÿтсе явнă.
Юлашки 7 çулта хушма хуçалăхсенчи ĕне шучĕ 10 процент чакнă. Пĕлтĕр кашни выльăх пуçне субсиди пани лару-тăрăва лайăхлатма май панă, сĕт производстви ÿснĕ. Пĕлтĕр 436 пин тонна сĕт суса илнĕ. Ку хуçалăхсенче сăвăм ÿснипе те çыхăннă. Унпа пĕрлех халăхран пуçтаракан сĕт хакне тивĕçлĕ шайра сыхласа хăварасси те паянхи куна çивĕч тăракан ыйтусенчен пĕри. Сĕт пуçтаракансем пĕр-пĕринпе калаçса татăлса чĕр тавар хакне чакарма та пултараççĕ. «Кун пекки, паллах, пулмалла мар», — тенĕ Олег Алексеевич ларура. Сĕт пуçтаракансем пурпĕрех сĕт параççĕ, конкуренци çук тесе хаксене пĕчĕклетес тесен патшалăх енчен пулăшу кÿнин те усси пулмĕ. Çавăнпа та ку лару-тăрăва районсенче тишкерсех тăмалла тесе палăртнă республика пуçлăхĕ. Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх республикăра халăхран пĕр литр сĕте вăтамран 21,5 тенкĕпе туянаççĕ. Чи хакли Хĕрлĕ Чутай районĕнче — 26 тенкĕ, чи йÿнни Патăрьел районĕнче — 18 тенкĕ.
Пирĕн районти сĕт хакĕ 18—21 тенкĕ. Ял тăрăхĕсемпе пăхас пулсассăн, Урмаел, Тукай, Чĕчкен, Хырхĕрри, Аслă Çĕрпÿел, Комсомольски, Кайнлăк, Элпуç ял тăрăхĕсенче 1 литр сĕте 18 тенкĕпе туянаççĕ. Александровка ял тăрăхĕнче хак — 18—19,15 тенкĕ, Асанкасси ял тăрăхĕнче —18—21 тенкĕ, Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче — 18—20 тенкĕ, Шурут ял тăрăхĕнче халăхран 1 литр сĕте 18—20,5 тенкĕпе пуçтараççĕ. Ял çыннисене хак, паллах, тивĕçтермест.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *