Понедельник, 14 октября

Хисеплĕ, ырă кăмăллă, ĕçчен

Хисеплĕ, ырă кăмăллă, ĕçчен

Дмитрий Шеваровăн пĕр интереслĕ кĕнеке пур — «Хĕвелпе çуталнисем: XXI ĕмĕрти ырă сăнсем». Çак кĕнекене алла илнисем ырăлăх вăл — Турă пани, ырă сăнсем хĕвел евĕр çутатса таврари çынсене ăшăтнине, хăйсен ăшшине пурне те парнеленине лайăх пĕлеççĕ. Паян çакăн пек ырă кăмăллă та ăшă чунлă, йăл куллипе пăра та ирĕлтерме пултаракан çын çинчен сăмах пырĕ. Вăл — Комсомольскинче пурăнакан Василий Краснов.
Унăн ачалăхне аса илес пулсассăн, Ольгăпа Сергей Красновсен çемйинче кĕçĕн ывăл çуралсан ăна Василий ят хунă. 3-мĕш класра ăс пухнă чухне арçын ача классика кĕрешĕвĕпе интересленме пуçланă. Çак спорт тĕсĕпе ăна пиччĕшĕ Гурий паллаштарнă. Петр Георгиевич Матросов тренер кашни ача патне тĕрĕс çул суйласа кĕрешÿ вăрттăнлăхĕсене вĕрентнĕ, ăсталăхне туптама, спортра çитĕнÿсем тума пулăшнă. Халĕ те Василий Сергеевич хăйĕн тренерне — Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командин членне, СССР спорт мастерĕн кандидатне — ырăпа çеç аса илет. Çакăн пек ырă, хăйĕн ĕçне чунтан парăннă чăн-чăн профессионала пурнăçра тĕл пулни мĕн тери пысăк ăнăçу пулнине палăртать вăл. Василий Краснов тренер вĕрентнисене ăша хывса çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунă. Тĕрлĕ шайри тупăшусенче мала тухса вăл нумай-нумай наградăна тивĕçнĕ. 11 çул вăл республика шайĕн- чи турнирсенче призерсен шутне кĕрсе пынă, 2 хутчен Чăваш Республикин чемпионĕ пулса тăнă.
Çара кайсан та Василий Краснов хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă, самбора çитĕнÿсем тунă, ытти салтаксене те кĕрешме вĕрентнĕ. Мĕн пĕчĕкрен кĕлеткине пиçĕхтерсе кĕрешÿ мелĕсене алла илнĕскер, заставăн чемпионĕ пулнă. Салтак аттине хывсан та Василий Сергеевич спортпа сывпуллашман, тăван ялти ачасене нумай çул хушши кĕрешме вĕрентнĕ, çитĕнÿсем патне çул тупма пулăшнă.
Професси çул-йĕрне илес пулсан, Василий Сергеевич хăйĕн пурнăçне сывлăх сыхлавĕн тытăмĕпе çыхăнтарнă. Медицина училищине пĕтернĕ хыççăн вăл районти васкавлă пулăшу уйрăмне ĕçе кĕнĕ, фельдшерта, васкавлă пулăшу машинин водителĕнче мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех вăй хунă. Кашни кун вăл руль умне ларса чирлесе ÿкнĕ е инкеке лекнĕ çынсем патне васканă. Василий Сергеевич икĕ хутчен те «Профессире чи лайăххи», 1986 çулта «Коммунизмла ĕç ударникĕ» ятсене тивĕçнĕ. Вăл — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ транспорт ĕçченĕ. Хастар та тапса тăракан вăй-халлă арçынна Комсомольски ял тăрăхĕн депутатне те пĕрре мар суйланă.
Арçыннăн çурт тумалла, йывăç лартмалла тата ывăл ÿстермелле, теççĕ халăхра. Василий Краснов хăйĕн тивĕçĕсене туллин пурнăçланă. Çемьен пысăк, хăтлă çурт. Çак çуртра туссемпе тăвансене яланах хавас. Красновсем ывăлпа хĕре — Александрпа Ларисăна пурнăç парнелесе ура çине тăратнă. Вĕсем ашшĕпе амăшне пилĕк мăнук парнеленĕ. Йывăç лартасси çинчен каласан вара, Василий Сергеевич хăйĕн пурнăçĕнче лартнă хунавсен шучĕ те çук. Вăл яланах тăван Комсомольски ялне хăтлăрах та илемлĕрех тума тăрăшать. Кану паркĕ йĕркелемелле-и, футбол лапамĕ тумалла-и — Василий Сергеевич яланах малти ретре. Вăл пур çĕре те ĕлкĕрет: пыл хурчĕсемпе аппаланма та, пулла çÿреме те, мăнукĕсемпе вăхăт ирттерме те. Мăнукĕсем тенĕрен, вăл вĕсене çутçанталăка юратма, упрама вĕрентет, спортпа туслаштарать. Мăнукĕсен унран тĕслĕх илмелли пурах.
Нумаях пулмасть пирĕн хаклă çыннăмăр 70 çулхи юбилейне уявларĕ. Çак ятпа эпир ăна ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх сунатпăр.
Шупашкарти тăванĕсем.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *