Профессие чунпа парăннă

Профессие чунпа парăннă

Авалхи йăла-йĕркене упраса хăварас, культурăна аталантарас ĕçре культура ĕçченĕсен тÿпи пысăк.
Валерий Ванюркин культура сферинче 36 çул вăй хурать. Вăл Кивĕ Сĕнтĕрти культура çуртĕнче ĕçленĕ май, мероприятисене юрра-ташша ăста çынсене активлă явăçтарать. Валерий Александрович тăрăшнипе клубра ачасен тата аслисен фольклор ушкăнĕ, драма кружокĕ, вокал ансамблĕ ĕçлеççĕ. Александровка ял тăрăхĕнчи пултарулăх коллективĕсем йĕркелекен концертсене халăх яланах кăмăлласа йышăнать. Клубра тунсăх шăплăхне хуçаланма памаççĕ. Пĕр уява хатĕрленсе ирттерсе яраççĕ те çийĕнчех теприне хатĕрленме пуçлаççĕ. Кашни мероприяти хăйне евĕрлĕ те интереслĕ пулнипе палăрать.
Культура çурчĕ çумĕнчи ушкăнсем районта тата респуб- ликăра иртекен конкурссене, смотрсене, фестивальсене активлă хутшăнаççĕ. Валерий Александрович хăй те тÿрĕ тивĕçĕсемсĕр пуçне районти мероприятисенче тăтăшах илемлĕ юрă-кĕвĕпе куракансене савăнтарать. Пултаруллă культура ĕçченĕ — «Кубняночка» халăх вокал ансамблĕн солисчĕ, В.Х. Зайцева ячĕпе хисепленекен халăх театрĕн артисчĕ. Унсăр пуçне районта, республикăра иртекен семинарсенче квалификаци ÿстермелли курссенче ăсталăхне туптать.
— Пирĕн професси пĕр вăхăтрах кăткăс та, кăсăклă та. Вăл чуна тыткăнлать, хăйне парăнтарать, — тет культура ĕçченĕ. — Пирĕн яланах çын умĕнче пулмалла, ваттипе те, вĕттипе те, тĕрлĕ шухăш-кăмăллă çынсемпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле. Ял çыннисен кăмăлне тивĕçтерни, çитĕнÿсем тума хавхалантарать.
Культура сферинче тунă çитĕнÿсемшĕн Валерий Ванюркина Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхĕн /2018, 2019, 2020 çулсенче/, район администрацийĕн культурăпа архив ĕçĕсен секторĕн /2009 çулта/, район администрацийĕн пуçлăхĕн /2011, 2014, 2018, 2019, 2020 çулсенче/, Чăваш Республикинчи культура ĕçченĕсен профсоюзĕн комитечĕн /2014, 2019 çулсенче/, Чăваш Наци конгресĕн /2017 çулта/, Чăваш Республикин Культура министерствин ?2014 çулта/ Хисеп грамотисемпе чысланă.
— Пирĕн ĕç ÿркенсе ларакана юратмасть. Культура ĕçченĕн çивĕч ăслă, маттур пулмалла, — тет Валерий Александрович. — Мăшăрăм Галина, хĕрĕмсем, ырă çынсем яланах пирĕнпе юнашар пулнишĕн савăнатăп. Вĕсем тăрăшса ĕçлеме, пуçри шухăш-ĕмĕте пурнăçа кĕртме хавхалантараççĕ. Чи пахи — ялта пурăнакан концертсемпе спектакльсене курма çÿрени, мероприятисене хастар хутшăнни. Апла пулсан ял пурăнать.
Валерий Ванюркин чăннипех те пурнăçра хăй вырăнне тупнă, вăл чĕре выртакан ĕçре тăрăшать. Çакă вара хăть епле профессире те чи кирли.
С.ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *