Вторник, Апрель 13

Вулакан пирĕнпе пуласса шанатпăр

Вулакан пирĕнпе пуласса шанатпăр

Этем чун апачĕсĕр пурăнаймасть. Ачаран вулама хăнăхнă çын çак туртăмпа ĕмĕр тăршшĕпе те уйрăлмасть. Хаçат-журналтан куллен çĕнĕ хыпарсем пĕлекенĕн пурнăçпа тан утать, тавракурăмне анлăлатать.
Акă, «Каçал ене» çырăнакансем те районти хыпарсене, ăçта мĕн пулса иртнине вăхăтра пĕлсе тăраççĕ. Хаçат район аталанăвне хăйĕн тÿпине хывма тăрăшать, райадминистрацин, депутатсен Пухăвĕн тата ытти сферăсен ĕçне-хĕлне анлă çутатать. Районти чи пултаруллă та ĕçчен çынсем çинчен, шкул пурнăçĕ, культура, ял хуçалăхĕ пирки те журналистсем нумай çыраççĕ. Хаçат кашни çыншăн интереслĕ пултăр тесе тăрăшатпăр. «Каçал ен» хаçата кăсăкланса вулакансене, яланах çырăнса илекенсене чĕререн тав тăватпăр.
2021 çулхи пĕрремĕш çур çулта «Каçал ен» эрнере пĕр хутччен çеç вулакан патне çитрĕ. Виçĕ уйăх хушшинче хаçат тусĕсем çак кĕтменлĕх пулнине, район хаçатне эрнере икĕ хутчен вулама кăмăлланине пĕрре кăна мар çырса, шăнкăравласа, редакцие килсе пĕлтерчĕç. Çавăнпа та вулакансене пĕлтерме васкатпăр, 2-мĕш çур çулта «Каçал ен» малтанхи пекех — ытларикун тата эрнекун — вулакансем патне çитĕ. Анчах та палăртса хăваратпăр — çырăнтару хакĕ ÿсет. Апла пулин те эсир пирĕнпех пуласса шанатпăр.
Апрелĕн 1-мĕшĕнчен 2-мĕш çур çул валли хаçат-журнал çырăнмалли кампанин тĕп тапхăрĕ пуçланчĕ. Районта пурăнакансен пысăк йышĕ çак тапхăрта «Каçал енпе» туслă юласса, вулакансем çумне çĕннисем те хутшăнасса шанас килет. Çырăнтару хакĕ кăштах ÿсни сире юратнă кăларăмран сивĕтмĕ тесе шутлатпăр. 6 уйăхра хаçатăн 51 номер тухать. Апла тăк унăн пĕр номерĕ почта урлă çырăнакансемшĕн 10,92 тенкĕ кăна тăрĕ. Ăна кăларма редакци ĕçченĕсен мĕн чухлĕ вăй хума тивнине шутласан вара ку нумаях та мар. Тÿрех 556,74 тенкĕ кăларса хума йывăртарах пулсан пĕрер, виçшер уйăхлăха та çырăнма пулать. Тен, хăшĕ-пĕри редакцие килсе илмелле çырăнĕ. Хакĕ — 270 тенкĕ, май уйăхĕнчен хак ÿсет.
«Каçал ен» хаçата çырăнăр, вулăр, пирĕнпе пĕрлех пулăр!
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code