Инçет майпа ĕçлеме пулать

Инçет майпа ĕçлеме пулать

2020 çулхи декабрĕн 8-мĕшĕнче йышăннă 407-ФЗ №-лĕ Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕн Ĕç кодексне çĕнĕ 312.9 статья кĕртнĕ.
Унта çутçанталăкри е техногенлă катастрофăсене, производствăри аварисене, инкексене, пушара, шыв илнине, çĕр чĕтреннине, эпидемие е эпизоотие пула тата çын пурнăçĕпе пурăнмалли условисене хăрушлăха лектерекен тĕслĕхсенче ĕçлекене ĕç параканăн пуçарăвĕпе вăхăтлăха дистанцилле ĕçе куçарма пулни çинчен каланă.
Ĕç паракан çакна валли ятарлă нормативлă акт йышăнать. Унта дистанцилле ĕçе хăш ĕçченсене, мĕнле сăлтавпа, хăçанччен куçарма йышăннине палăртмалла. Çавăн пекех инçет майпа вăй хуракан ĕçлекенсене кирлĕ хатĕр-хĕтĕрпе мĕнле йĕркепе тивĕçтерессине, ĕçе мĕнле йĕркелессине /çав шутра ĕç вăхăтне/ те кăтартмалла.
А.АФАНАСЬЕВ,
район прокурорĕн çумĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *