Ашшĕне вĕлернĕ

Ашшĕне вĕлернĕ

Район прокуратури 22 çулхи район çыннин уголовлă ĕçĕ тăрăх айăплав йышăнăвĕ тунă. Çамрăк çынна РФ Уголовлă Кодексĕн 105 статйин 1 пайĕпе çын вĕлернĕшĕн айăплаççĕ.
Маларах ирттернĕ тĕпчев материалĕсем тăрăх, айăпланакан кăçалхи январĕн 3-мĕшĕнче ашшĕне вĕлерме шутланă. Вăл хăйĕн пÿлĕмне çĕçĕ илсе килсе пытарса хунă, ашшĕ килессе кĕтме тытăннă. Ÿсĕр ашшĕ пÿлĕме кĕрсе харкашма пуçласан каччă çĕçĕ илсе ăна 19 хутчен тĕрлĕ çĕртен чышнă.
Çамрăк çын айăпне пĕтĕмпех йышăннă. РФ Уголовлă Кодексĕн 105 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн ăна 15 çул таран ирĕкрен хăтарма пултараççĕ. Уголовлă ĕçе Елчĕк район сучĕ пăхса тухать.
О.ВАСИЛЬЕВ,
район прокурорĕ, юстици аслă советникĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *