Пятница, 12 апреля

Маттур вылякансем çĕнтерчĕç

Маттур вылякансем çĕнтерчĕç

Мартăн 6-мĕшĕнче «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче Комсомольски районĕн Хисеплĕ гражданинĕ, Шурут-Нурăс ялĕнче çуралнă Владислав Ильин вице-адмирал парнисене çĕнсе илессишĕн хĕрсен волейбол командисем хушшинче турнир иртрĕ.
Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова, «Кĕтне» ентешлĕхĕн представителĕ Владимир Михеев, Шурут вăтам шкулĕн директорĕ Николай Андреев тата «Кĕтне» ФСК директорĕ Евгений Тихонов ăмăртакансене те, курма килнисене те Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе телей, ăнăçу, ырлăх-сывлăх сунса саламларĕç. Ăмăртăва 11 команда хутшăнчĕ. Комсомольски районĕнчи шкулсен 10 команди тата асăннă ăмăртура пĕлтĕр 1-мĕш вырăн йышăннă Йĕпреç районĕн команди пултаруллă та ăста вылярĕç. Матчсем хĕрÿ тупăшупа палăрчĕç, кашни команда мала тухма ăнтăлчĕ.
Йĕпреçрен килнĕ хĕрсем маттуртарах пулса кăçал та пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕç, ăмăртăвăн Кубокне тивĕçрĕç. Шурут вăтам шкулĕн волейбол команди 2-мĕш вырăна, Тăманлă Выçли тĕп шкулĕн хĕрĕсем 3-мĕш вырăна тивĕçрĕç. Çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисемпе, медальсемпе тата парнесемпе чысла- рĕç.
Оргкомитет ăмăртăва йĕркелеме пулăшнă спонсорсене тав тăвать.
С.ВИШНЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *