Вторник, 23 апреля

Йытăсем хăратаççĕ

Йытăсем хăратаççĕ

Юлашки вăхăтра урамра йытăсем ушкăнпа чупса çÿрени тĕл пулать. 6—10 йытă пĕрле пуçтарăнса урам тăрăх чупни, иртен-çÿрене вĕрни, паллах, хăратать. Уйрăмах ача-пăчана тапăнма, суранлатма пултарасси хăрушă. Йытăсене тата вĕсен хуçисене мĕнле те пулин йĕркене кĕртме пулать-ши?
А.ИВАНОВ.
Çак ыйту çав тери пăшăрхантарни çинчен район центрĕнче пурăнакансем пĕрре кăна мар пĕлтерчĕç: «Урамра нумай йытă чупать. Пурте хуçасăр мар вĕт».
Çак ыйтăва уçăмлатас тесе Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Мария Илларионовăпа тĕл пултăмăр.
— Йытăсем ытларах çынсем ĕçе çÿрекен урамсен çывăхĕнче йышлă чупнине хам та пĕрре кăна мар курнă, кун пирки пĕлтерекенсем те пур. Анчах та çак йытăсем пурте хуçасăр мар, чылайăшĕн мăйкăчсем пур. Апла пулсассăн хуçасем вĕсене уçăлма кăларса яраççĕ. Вĕсем çынсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратма пултарнине ăнланмаççĕ пулмалла. Мĕн тумалла-ха; Чи малтанах йытă усракансене килти чĕрчунсене ирĕккĕн кăларса яма юраманнине тепĕр хутччен асăрхаттарасшăн. Йыттăн вырăнĕ — кил картишĕнче. Урама илсе тухас пулсан вара хуçан пĕрле тухмалла, поводокпа çавăтса çÿремелле. Енчен те йытă иртен-çÿренсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратма пултарать пулсан, ăна çăварлăх тăхăнтартмалла. Йытă усракансен çак таврашра пурăнакансене хăрушлăха лектермелле мар. Çакна ятарлă саккунра та çирĕплетнĕ. Саккуна пăхăнманнисене административлă майпа явап тыттараççĕ, 500—1000 тенкĕ штраф параççĕ. Хамăр енчен вара çакна палăртса хăваратăп, йытăсене персе вĕлерме юрамасть. Урамра хуçасăр чупакан йытăсене ятарлă организаци çеç тытса кайма пултарать. Ку енĕпе ĕçлеме тытăннă, организацие палăртма аукцион йĕркеленĕ. Тытнă йытăсене ятарлă приютсене вырнаçтарма тивет, — пĕлтерчĕ Мария Алексеевна.
Урамра чупакан йытăсенчен чылайăшĕ хуçаллă. Çавăнпа та йытă хуçисене тепĕр хут аса илтеретпĕр: хăвăр усракан йытăсемшĕн эсир явап тытатăр. Йытă усракансем пире илтессе, тăватă ураллă тусĕсене урамра çынсене хăратса чупма пăрахтарасса шанатпăр.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *