Пĕрле сÿтсе яврĕç

Февралĕн 18-мĕшĕнче Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕнче пурăнакансем Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчи культура çуртне пухăва пуçтарăнчĕç.
Çивĕч ыйтусене сÿтсе явма пуçличчен вырăнти культура ĕçченĕсем пуçтарăннисене концерт программипе савăнтарчĕç. Хыççăнах ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Орешкин сăмах илчĕ, пĕлтĕр туса ирттернĕ ĕçсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Аслă Çĕрпÿел ял поселенийĕ 5 ялтан тăрать. Унта пурĕ 556 хуçалăх шутра, вĕсенчен 473-шĕнче ялан пурăнаççĕ, ыттисемпе вара çуллахи вăхăтра дача вырăнне усă кураççĕ. Ял тăрăхĕнче пурĕ кăçалхи çул пуçламăшĕ тĕлне 1333 çын пурăнни паллă. 2020 çулта ял поселенийĕнче 4 пепке çут тĕнчене килнĕ.
Александр Титович хăйĕн докладĕнче ялсене тирпей-илем кĕртес енĕпе мĕнле ĕçсем туни çине уйрăм тимлĕх уйăрчĕ. Пĕлтĕр инициативлă бюджетировани программине хутшăнса Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчи масар тата Хирти Шăхасанти кану паркĕ тавра карта тытнă. Ял çыннисем нимелле пуçтарăнса Аслă Çĕрпÿел ялĕнче ача-пăча площадки вырнаçтарса лартнă. Таврари тирпей-илеме тытса пырас тĕллевпе пĕлтĕр темиçе те субботник ирттернĕ, масар территорийĕсене тасатнă.
Ял тăрăхĕнче пурăнакансем тунă ĕçсемпе çеç çырлахса лармаççĕ, ялсене хăтлăлатасси çине кăçал та пысăк тимлĕх уйăрма планлаççĕ. Инициативлă бюджетировани программине хутшăнса 2021 çулта Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунисене асăнса лартнă палăк таврашĕнчи территорие тирпей-илем кĕртме, Кĕçĕн Çĕрпÿел ялĕнчи Советская урамри çула юсама, Хирти Шăхасанта ача-пăча площадки тума палăртнă. Çавăн пекех ялсенчи çулсене юсасси те малалла пулса пырĕ.
Александр Титович йăлари хыт каяша турттарса тухнăшăн тÿлемелли укçана, çĕр тата пурлăх налукĕсене вăхăтра тÿлемелли çинчен аса илтерчĕ, çÿп-çап контейнерĕсемпе типтерлĕн усă курмаллине палăртрĕ.
Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕнче татса памалли ыйтусем тата та пур-ха. Çав шутра: ялсенчи пĕвесем юхăнни, Кĕçĕн Çĕрпÿел культура çуртне газпа ăшăтмалла тăвасси, Аслă Çĕрпÿелĕнчи Речная урам çывăхĕнчи çырма ишĕлсе пыни тата ыттисем те. Пуху вăхăтĕнче ял çыннисем хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене уççăн палăртрĕç, вĕсене сÿтсе явса кирлĕ йышăнусем турĕç. Районтан килнĕ специалистсем хăйсен ĕç сферисенчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕç, ыйтусем çине хуравларĕç.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *