Пурнăçланă ĕçсене тишкерсе плансене палăртрĕç

Иртнĕ эрнере Кайнлăк ял тăрăхĕнче пурăнакансем Хирти Мăнтăрти культура çуртĕнче вырăнти ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç. Чи малтанах ял тăрăхĕнчи культура учрежденийĕсен ĕçченĕсем илемлĕ юрăсем шăрантарса савăнтарчĕç.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Альберт Кузьмин ял администрацийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, кăçалхи плансене уçăмлатрĕ. Паллах, ял инфраструктурине аталантарас тĕлĕшпе курăмлă ĕçсем туни çеç мар, çулсерен куллен пурнăçламалли те нумай.
Хуçалăх кĕнекинче ял тăрă- хĕнче 414 хуçалăх шутра. Пурăнакансем — 989 çын. Вĕсенчен çул çитмен ачасем — 169, ĕçлеме пултаракан ÿсĕмрисем — 547, тивĕçлĕ канурисем — 285 çын. Пĕлтĕр 8 ача кун çути курнă, 17 çын пурнăçран уйрăлнă. Ялсем ватăлса пыни асăннă ял тăрăхĕнче çеç мар ытти поселенисенче те пăшăрхантаракан ыйту.
Иртнĕ çул культура çурчĕ- сене инвалидсене коляскăпа кĕрсе тухассине ансатлатса пандуссем тунă. Йăлмахвари Овражная урама, Кайнлăк ялĕнчи Школьная, Хирти Мăнтăрти Кооперативная урамсене вак чул сарнă. Малашне те ялсенчи çулсене якатас ĕçе пăрахăçласшăн мар. Урамсенчи çулсене хĕллехи вăхăтра юртан тасатса тăма «Слава картофелю» агрофирмăпа килĕшÿ тунă. Шаннă тивĕçе яваплă пурнăçланипе тата çулсене вăхăтлă тасатса тăнипе халăх кăмăллă.
Чăваш автономине 100 çул çитнине халалласа уйăрнă укçа-тенкĕпе Хирти Мăнтăрти культура çурчĕпе юнашар спорт оборудованийĕсем вырнаçтарнă, Кайнлăкра ача-пăча площадки тунă, Йăлмахва ялĕнчи асăну палăкне юсаса хăтлăлатнă, брусчатка сарнă.
Малашне Хирти Мăнтăрта шыв башнине юсас тата культура çурчĕ айккинчи территорие ятарлă спорт площадки вырнаçтарас, Кайнлăк ялĕнче кĕпер, Йăлмахвара фельдшерпа акушер пункчĕ тăвас ĕçсене палăртса хăварчĕ Альберт Германович.
Халăха Хирти Мăнтăрпа Турхан ялĕсем хушшинчи пĕве татса кайнă пирки пĕве вырăнĕнче вĕтлĕх кашласа ларни тата Давыдов пĕвин шăпи пăшăрхантарчĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Альберт Кузьминпа «Турхан» ЯХПК ертÿçи Николай Михайлов çак ыйтусене татса пама шантарчĕç.
Район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Евгений Чернов районти ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ, пухăва килнисен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ. Районтан килнĕ специалистсем хăйсен ĕç сферисен темисемпе трибуна умне тухса калаçрĕç Вĕсем саккунри çĕнĕлĕхсемпе, пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕ- семпе, налуксене тÿлес йĕркепе, мошенниксенчен сыхланмалли мелсемпе, вĕренÿ сферин ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Ыйтусем çине те вĕсем тулли хуравсем пачĕç.
Отчетлă пухусем ирттерни ял тăрăхĕсен администрацийĕсем иртнĕ çул пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетме, татса памалли ыйтусене пăхса тухса аталану çулне палăртма май па рать.
С.ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *