«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн»

«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн»

Нумаях пулмасть республикăра «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафона пуçланă. Республика ертÿçи Олег Николаев Чăваш Енри ача-пăча фондне çулсерен ырă кăмăллăх марафонне йĕркеленĕшĕн чĕререн тав тунă.
Çулсерен пухмачра йывăрлăхри ачасене пулăшас тĕллевпе нумай укçа-тенкĕ пуçтарăнать. Тĕслĕхрен, 2020 çулта марафона хутшăнакансем пурĕ 3 миллион та 240 пин тенкĕ панă. Çак укçапа усă курса пурнăçри йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене пулăшнă, шкулсемпе хушма вĕренÿ учрежденийĕсене пулăшу кÿнĕ, çĕнĕ çул парнисем туяннă тата ытти те.
Олег Николаев палăртнă тăрăх, предпринимательсемпе обществăлла организацисем, уйрăм граждансем ыр кăмăллăх акцине хутшăнни ачалăхпа çыхăннă чылай ыйтăва татса пама пулăшать.
Марафона кашниех хутшăнма пултарать. Çакна валли «Раççей ача-пăча фончĕн» регионти уйрăмне /Шупашкар хули, Петров урамĕ, 7-мĕш çурт/ пымалла е 8?8352/62-89-42 номерпе шăнкăравламалла. Укçа-тенкĕне марафон счечĕ çине те куçарма юрать. Унăн реквизичĕсем: ЧРО ООБФ «Российский детский фонд»
ИНН 2128005408 КПП213001001
Р/с 40703810075220160067 в Чувашском ОСБ № 8613 г.Чебоксары
БИК 049706609, кор/с 30101810300000000609.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *