Чикĕсене тунă çынсене халалласа

Чикĕсене тунă çынсене халалласа

Сăр тата Хусан хÿтелев чиккисене тунисен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкне халалласа Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче симфони капелли театрализациленĕ концерт ирттернĕ. Ăна «Чикĕсене тунă çынсене халалласа….» ят панă. Симфони капелли çак концертпа республикăри тĕрлĕ районсене çитме палăртнă.
Февралĕн 20-мĕшĕнче вара асăннă концерта пирĕн районта йĕркелерĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов пысăк концертпа район çыннисене савăнтарма кăмăл тунăшăн, ĕç паттăрлăхĕн çулталăкĕнче кашни мероприятие тÿпе хывакансене тав турĕ.
В.Моцарт, П.Чайковский, М.Мусоргский, Д.Шестакович, К.Прокофьев, К.Молчанов, А.Новиков, В.Воробьев, Ф.Васильев произведенийĕсем чуна пырса тивмелле шăранчĕç. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн симфони капеллин концертне шкул ачисемпе вĕрентекенсем, культура ĕçченĕсем тата ыттисем те кăмăллăн итлесе ларчĕç.
А.МАРИЯН.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *