Вторник, 23 апреля

Тимлĕ пулмалла

Тимлĕ пулмалла

Ачасен пуласлăхĕ — аслисен аллинче. Çавна май вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстересси, пĕлÿ илме майсем туса парасси — пĕтĕмпех ашшĕ-амăшĕнчен килет. Анчах та тепĕр чухне вара аслисем ачисем çине алă сулнине пĕрре мар курма пулать. Ун чухне вара ирĕксĕрех ăнăçсăр çемьесене сăнаса тăма, учета илме тивет. Урăхла май та çук. Ăнăçсăр çемьесенче çитĕнекен ачасем тимлĕхсĕр ÿсеççĕ, япăх вĕренеççĕ, вăхăта усăсăр ирттереççĕ, урамра, лавккасенче çапкаланса çÿреççĕ. Кун пек ачасем преступлени çулĕ çине ытларах тăраççĕ. Çавна май, эпир çемьесене учета илнипе пĕрлех вĕсемпе тĕл пулса калаçатпăр, профилактика мероприятийĕсем ирттеретпĕр. Чылай чухне ашшĕ-амăшĕ тÿрĕ çул çине тăрать, эрех-сăрапа иртĕхме пăрахать, ачисемпе ытларах вăхăт ирттерет. Анчах та пурте мар, ачасем çине алă сулакансем пур-ха пирĕн хушăра. Сăмахран, хăшĕ-пĕрисем ачисем шкула кайнипе кайманнине те пĕлмеççĕ. Çак сивĕ кунсенче вĕсем вăхăта епле ирттернипе те кăсăкланмаççĕ. Инкек пуласси вара çавăнтах, урамра шăнса пăсăлнă тĕслĕхсем те сахал мар. Çавăнпа та ачасене те пурнăçра тимлĕрех пулма ыйтса калас килет. Шкулта аван вĕренсе пырсассăн професси илме çăмăлрах, вăхăта усăллă ирттерни те хамăршăнах, спортпа туслашни сывлăха çирĕплетет, пултаруллă, маттур туссемпе хутшăнни пурăнма хавхалантарать.
Эпĕ вара ашшĕ-амăшĕсене ачисем çине тимлĕх уйăрма ыйтатăп. Вĕсен малашлăхĕ — пирĕн алăра.
Л.ПУШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *