Четверг, 14 ноября

Малашлăха утăм турăмăр

Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче çак кунсенче «Утăм — малашлăха» наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Шкул ачисем тĕрлĕ секцисенче хăйсен пултарулăх проекчĕсене хÿтĕлерĕç. Ку конференцие валли проектсене вĕренекенсем чылай вăхăт хатĕрленĕ. Паллах, вĕрентекенсем те ачасене чылай пулăшнă, тĕрлĕ сĕнÿ-канаш панă.
5—6-мĕш классенче вĕренекенсем «Вырăс литературинчи ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсенчи авалхи вырăс виçисем» /Иван Филиппов/, «Вырăс тата чăваш чĕлхинчи синонимсемпе антоним фразеологизмĕсем» /Софья Иванова, Максим Макаров, Егор Козлов/ темăсене çутатрĕç. Тăрăшуллă вĕренекенсем малти вырăнсене тивĕçрĕç.
Аслă классенче вĕренекенсем вара ирĕклĕхпе яваплăх, хальхи юрăсенчи сăмахсен пĕлтерĕшĕ, геометри фигурисем, вăрман патшин сăнарĕ, водород пĕлтерĕшĕ çинчен каласа пачĕç. Коронавирус инфекцийĕн темине хускатакан та пулчĕ.
Пултарулăх проекчĕсене пĕтĕмлетÿ тунă хыççăн 1-мĕш вырăна — Дима Кондратьев, 2-мĕш вырăна — Карина Евдокимова тата Анастасия Сергеева, 3-мĕш вырăна Сергей Кузьмин тата Кристина Попова йышăнчĕç. Конференцие хутшăнакансене пурне те тав сăмахĕ каларĕç.
Чăнах та, шкул ачисем тĕрлĕ тĕпчев ĕçĕсене пурнăçлани, вĕренекенсем хăйсем суйласа илнĕ темăсене уçăмлатма информаци пуçтарни ăс-тăна тата тавракурăма тивĕçлĕ аталантарма май парать. Тен, шăпах çак ачасенчен хăшĕ те пулин малашлăхра тĕнчешĕн çĕнĕ эмел шутласа кăларĕ. Усал вируссене те çăмăллăнах çĕнтерĕпĕр вара.
Н.СЕРГЕЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *