Понедельник, 22 апреля

Пĕрле канашласан ĕç ăнать

Тăрăшни аталану пахалăхне ÿстерет
Районти ял тăрăхĕсенче иртнĕ çулти ĕçсене пĕтĕмлетекен пухусем малалла пыраççĕ. Район администрацийĕн, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, тĕрлĕ учрежденисемпе организацисен ертÿçисемпе специалисчĕсем халăхпа тĕл пулса пĕлтĕр тунă ĕçсемпе, кăçал пурнăçлама палăртнă плансемпе паллаштараççĕ. Паллах, çынсене пăшăрхантаракан çивĕч ыйтусем çине те хуравлаççĕ. Ума тухса тăракан йывăрлăхсене пĕрле татса памаллине çирĕплетеççĕ.
Февралĕн 9-мĕшĕнче Шурут ял тăрăхĕнче иртнĕ çула пĕтĕмлетрĕç. Пандеми пирки пилĕк ялтан тăракан поселенире ял çыннисен интересĕсене пухура влаç органĕсен умне депутатсем, старостăсем, активистсем кăларчĕç.
Пухăва уçас умĕн пуçтарăннисем 35 çул пĕр улшăнмасăр «Урожай» колхоза çирĕп тытса тăрса ăнăçлă ертсе пынă, чире пула пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайнă Алексей Никифорович Ершова асăнса пĕр минут шăп тăчĕç.
Пуху ял тăрăхĕн пуçлăхĕ вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем 2020 çулта пурнăçланă ĕçсем çинчен отчет тунипе пуçланчĕ. Сергей Маштанов ялсенче пурăнакансен шучĕпе тата улшăнусемпе паллаштарчĕ. Ял тăрăхĕнче 1521 çын пурăнать. Иртнĕ çул 35 çын вилнĕ. «Çĕнĕ кайăк» вара 2 çемьене çеç вĕçсе килнĕ. Поселени территорийĕнчи «Урожай» колхозра тата «Победа» ЯХПКра ĕç çителĕклĕ пулсан та çамрăксем хуланалла туртăннă пирки ял ватăлса пыни пăшăрхантарать. Сергей Маштанов çулсене тата урамри çуткăçсене тытса тăрассипе, хыт каяша пуçтарса илсе тухассипе, ял тăрăхне хăтлăлатассипе пурнăçланă ĕçсем çинчен каларĕ.
2021 çулта ял тăрăхĕнче тума планланă ĕçсемпе те паллаштарчĕ поселени пуçлăхĕ. Шурут ялĕн масарĕн лаптăкне ÿстерсе карта тытмалла. Пилĕк ялта та çуткăçсен шутне ÿстермелле, юрăхсăра тухнисене улăштармалла. Çул сарас ĕçе малалла пурнăçламалла. Тутар Шурутри клуба юсаса çĕнетмелле. Карас çыхăнăвĕн пахалăхне аванлатас тĕллевпе вышка лартмаллине, ăна хăш вырăна вырнаçтармаллине те сÿтсе яврĕç пухура.
Районтан килнĕ специалистсем докладсем вуларĕç, ял халăхĕн ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Район администрацийĕн тата ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем халăха шухăшлаттаракан çивĕч ыйтусемпе мерăсем йышăнма шантарчĕç.

Пирĕн вăй — пĕрлĕхре
Февралĕн 10-мĕшĕнче Александровка ял тăрăхĕн-че граждансен пухăвĕ иртрĕ. Малтанах артистсем пухăннисене илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов килнĕ хăнасемпе тата пуху йĕркипе паллаштарчĕ.
Поселени пуçлăхĕ Любовь Полякова администраци иртнĕ çулта пурнăçланă ĕçсем çинчен тĕплĕн отчет турĕ. Халăх ял тăрăхне хăтлăлатассинче тирпей-илем кĕртес ĕçе йĕркелесе активлă хутшăннине палăртса хăварчĕ вăл. Кăçал пурнăçлама план тунă ĕçсемпе паллаштарчĕ. Кивĕ Сĕнтĕрте фельдшер çук. Унти фельдшерпа акушер пункчĕ валли çĕнĕ çурт тăвассине плана кĕртнĕ. Çĕнĕ Сĕнтĕрти клубра юсав ĕçĕсем тумалла, палăка хăтлăлатмалла. Кироври клуб-музейри юсав ĕçĕсем тата масар лаптăкне пысăклатмалли çинче те чарăнса тăчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Ял ыйтăвĕсене тивĕçтермелли налук виçи пирки те канашларĕç пухура.
Малалла районтан килнĕ специалистсем сăмах илчĕç. Вĕсем хăйсен ĕç сферисенчи ĕç-хĕлпе тата улшăнусемпе паллаштарчĕç, халăха кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравларĕç.
Ял тăрăхĕнче пурăнакансене урамри çул-йĕрĕн тата Кĕтне пĕви çинчи тасатакан сооруженийĕн пуласлăхĕ, пусăсем типнĕ пирки шыв ыйтăвĕ пăшăрхантарчĕ. Çуркунне çывхарни шыв-шур темине татах та çивĕчлетет. Гидротехника сооруженийĕсене вăхăтра юсани шар курассинчен тата пысăк тăкаксенчен упранине манмалла мар. Тата çывăх вăхăтра татса пама тăрăшмалли çивĕч тепĕр ыйту — Александровка ялĕнчен аслă çул çине илсе тухакан автоçул тăваткалĕнче светофор кирлех. Ыйтусем çине тулли ăнлантарусем пачĕç пуçлăхсем. Александр Осипов çивĕч проблемăсене татса парассине, ĕçсем мĕнле пурнăçланнине хăй тĕрĕслеме шантарса каларĕ.
Пухăва пĕтĕмлетсе Александр Николаевич халăха Комсомольски районĕн социаллă-экономикăлла аталанăвĕпе, 2020 çулти çитĕнÿсемпе паллаштарчĕ тата кăçал пурнăçа кĕртмелли плансене палăртрĕ. Унсăр пуçне ял территорийĕсене аталантармалли комплекслă плана та уçăмлатрĕ вăл.
Çивĕч ыйтусене пуçтарăнса сÿтсе явни халăхпа влаç органĕсен хутшăнăвне çирĕплетет. Пĕр-пĕрне ăнланса, канашласа ĕçлени ĕç пахалăхне ÿстерме, малашнехи аталану çул-йĕрне палăртма пулăшать.
С.ЕФИМОВА.

Сÿтсе явмалли чылай

Районти ял тăрăхĕсенче граждансен пухăвĕсем малалла пыраççĕ. Февралĕн 12-мĕшĕнче Элпуç ял тăрăхĕнче пурăнакансем пĕрле пуçтарăнса вырăнти çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Элпуç ял тăрăхĕ 4 яла пĕрлештерсе тăрать, çав шутра: Элпуç, Хирти Выçли, Хирти Явăш, Хирти Мăрат ялĕсем. Ял поселенийĕн территорийĕнче чăвашсемпе тутарсем мĕн авалтан килĕштерсе пурăнаççĕ. Çавна май çак тăрăхра йĕркеленĕ ял хуçалăх производство кооперативне те «Дружба» ят панă.
Пухăва пуçланă май чи малтанах вырăнти клуб тытăмĕн ĕçченĕсем пуçтарăннисене илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕç. Малалла вара ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Расим Асеинов сăмах илчĕ, пĕлтĕр тунă ĕçсемпе паллаштарчĕ. 2020 çулта вырăнти çулсене юсасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă, çав шутра Хирти Мăратри тата Элпуçри çулсен пĕр пайне юсаса çĕнетнĕ. Ку енĕпе кăçал та ĕçсем малалла тăсăлĕç. Çав шутра инициативлă бюджетировани программине хутшăнса та Элпуç ялĕнчи пĕр урамри çула юсама палăртнă. Сăмах май, çак программа çине пĕлтĕр тивĕçлĕ тимлĕх уйăрма май килмен пулсан, кăçал Элпуçсем пуçарулăх кăтартса виçĕ проект хатĕрленĕ. Маларах асăннă çулсăр пуçне инициативлă бюджетировани программи пулăшнипе Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннисене асăнса лартнă палăка юсама, ял тăрăхне кĕрекен кашни ялти урамри çутăсене йĕркене кĕртме планланă. Пурĕ кăçал 1 миллион та 631 пин тенкĕлĕх проектсене пурнăçа кĕртмелле.
Çавăн пекех Элпуçĕнче ФАП тăвасси, ял поселенийĕн территорийĕнче кану паркĕ йĕркелесси те планра пур. Унсăр пуçне таса шыв ыйтăвĕ те ял çыннисене нумай калаçтарать. Элпуç ял тăрăхĕн территорийĕнче 7 шыв башни пур, вĕсене юсав кирли куçкĕрет. Расим Фатахутдинович палăртнă тăрăх, çак шыв башнисем ниçта та балансра тăмаççĕ, çавăнпа та вĕсене никам та сăнаса тăмасть. Шыв башнисене республикăри ятарлă программăна кĕртсе юсас тесен вĕсене чи малтан ял поселенийĕсен балансĕ çине тăратмалла. Ку енĕпе документсем пуçтарма пуçланă та ĕнтĕ.
Ял тăрăхĕнче çивĕч ыйтусем сахал мар. Çав шутра: урамсенчи çутăсем кăнтăрлачченех çунса ларни, ятарласа уйăрман çĕре çÿп-çап тултарни, килти канализаци тытăмĕнче пуçтарăнакан шыва урама е çырмана юхтарни, кĕрт йыттисем халăха хăратса урамсем тăрăх чупни, ял тăрăхĕн территорийĕнче борщевик сарăлни, масар таврашĕнчи территорире каснă йывăçсем илемсĕррĕн купаланса выртни тата ытти те.
Пуху вăхăтĕнче ял тăрăхĕнчи тĕрлĕ сферăри специалистсем вырăнти лару-тăрупа тĕплĕн паллаштарчĕç. Çавăн пекех районтан килнĕ ĕçлĕ ушкăнăн членĕсем те хăйсен ĕç сферисенчи ыйтусене уçăмлатрĕç, ял халăхĕн ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн тĕп инженерĕ, районти суйлав комиссийĕн председателĕ Николай Белков Хирти Выçлипе Хирти Мăрат ялĕсен суйлав участокĕсене малашне пĕрлештересшĕн пулни çинчен каларĕ. Çакă Хирти Выçли ялĕнче пур ыйтăва та тивĕçтерсе тăракан суйлав вырăнĕ çуккипе çыхăннă. Районти тĕп больницăн тĕп врачĕн çумĕ Инна Ефремова коронавируспа çыхăннă лару-тăрупа паллаштарчĕ, районта инфекци çаклатнисене вăхăтра тупса палăртса сиплеве пуçланине кура çак чире пула вилесси пирĕн патра республикăри вăтам кăтартуран пĕчĕкрех пулнине палăртрĕ вăл, коронавирусран сыхланма пурне те вакцинаци тума сĕнчĕ.
Район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Евгений Чернов ялсене аталанма пулăшакан тĕрлĕ программăсем, конкурссем çинчен каласа ăнлантарчĕ, вĕсене активлăн хутшăнса ял тăрăхне аталантарма сĕнчĕ. «Вырăнта лармалла мар, пуçаруллă пулмалла, патшалăх сĕнекен пулăшупа вăхăтра усă курма ĕлкĕрмелле», — пĕтĕмлетрĕ вăл.
Район пуçлăхĕ Ремис Мансуров пуху ĕçне пысăка хурса хакларĕ, кашни ыйтăва питĕ тĕплĕн çутатнăшăн специалистсене тав турĕ, кăçал тума палăртнă ĕçсене пĕр çемьери пек туслăн, килĕштерсе пурнăçлама сунчĕ.

Кашни ыйтăва тимлĕх кирлĕ
Нумаях пулмасть Тукай ял тăрăхĕнче пурăнакансем Çĕнĕ Мăратри культура çуртĕнче граждансен пухăвĕ ирттерчĕç, ял çыннисене хумхантаракан ыйтусене туллин сÿтсе явса малашнехи плансене палăртрĕç.
Ял поселенийĕн пуçлăхĕ Андрей Осипов ялсенчи лару-тăрупа паллаштарчĕ. Тукай ял тăрăхĕ 6 ялтан тăрать, вĕсенче пурĕ кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 2478 çын пурăннă. Районти ытти ял тăрăхĕсенчи пекех кунта пурăнакансене çамрăксем яла юлманни, çемьесене «çĕнĕ кайăксем» вĕçсе килменни пăшăрхантарать. Акă, 2020 çулта 4 ача çеç çут тĕнчене килнĕ. Çулталăк хушшинче пурĕ 3 çемье чăмăртаннă, уйрăлакансем пулман. Пурĕ ял тăрăхĕнче 1166 хуçалăх шутланса тăрать. Çав шутра çуллахи вăхăтра дача вырăнне усă куракан çуртсем питĕ те йышлă. Апла пулин те, Тукай ял тăрăхĕнче выльăх-чĕрлĕх усракансем нумай. «Кам нумай выльăх усрать — унăн хуçалăхĕ те çирĕп, тенĕ мĕн ĕлĕкрен. Пирĕн пуласлăх çакăн пек ÿркенмен, выльăх усрама хăраман çынсенчен те килет», — уçрĕ шухăшне Андрей Аркадьевич.
Пĕлтĕр Тукай ял тăрăхне хăтлăлатас тĕллевпе сахал мар ĕç тунă. Сăмахран, инициативлă бюджетировани программине хутшăнса Тукай масарĕ тавра карта тытнă, Анат Тимĕрчкассинче Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннисене асăнса çĕнĕ палăк лартнă, Çĕнĕ Мăратра ача-пăча площадки тунă. Çавăн пекех ял тăрăхне кĕрекен тĕрлĕ ялсенчи çулсене юсанă. Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнă ятпа кашни яла панă укçа-тенкĕпе Çĕнĕ Мăрат, Тăманлă Выçли, Анат Тимĕрчкасси тата Тури Тимĕрчкасси ялĕсенче стелăсем вырнаçтарнă, Тукайпа Вутлан ялĕсенче ача-пăча площадкисем тунă.
А.А.Осипов палăртнă тăрăх, Çĕнĕ Мăрат ялĕнче газ кĕртмен пĕр урам пур. Унта пурăнакансене «сенкер çулăмпа» тивĕçтерес тĕллевпе халĕ ĕçсем пыраççĕ.
Ял çыннисене пăшăрхантаракан самантсем тата та пур. Шыв башнисем кивелни, çуллахи шăрăх кунсенче ялти пуссем типнине пула шыв çукки, Тукайра культура çуртне тума пикенейменни ?проект ĕçĕсене пĕлтĕрех пурнăçланă, анчах экспертиза вăхăтĕнче чăрмавсем сиксе тухнă/, Тукай шкулĕ пулнă вырăнта тирпейлĕх çукки, Анат Тимĕрчкасси ФАПĕнче питĕ сивĕ пулни тата ытти ыйтусем те çивĕччи куçкĕрет. Çавăн пекех çырмасем урлă каçса çÿреме кĕперсем кирли те кашни ялта тенĕ пекех хумхантаракан ыйтусен шутĕнче.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, капиталлă строительство, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ Александр Краснов, районтан килнĕ тĕрлĕ сферăри специалистсем ял çыннисене тĕрлĕ ыйтусене уçăмлатма пулăшрĕç, сĕнÿсем пачĕç.
Н.КАЛАШНИКОВА

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *