Четверг, 25 апреля

Шывăн турачĕ çук

Шывăн турачĕ çук

Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче шыва путнă çынсене çăлса хăварни çинчен илтме пулать. Иртсе пыракан этем кĕтмен çĕртен куç умĕнче пулакан трагедине асăрхать, хăй пурнăçне шеллемесĕрех инкеке лекнĕ çынна пулăшма чупать. Общество пĕр- пĕрне пулăшма, çын нушине ăнланма, ырă кăмăллă пулма ыйтать. Хăюллă, хăйсене шеллемен çынсем пур чухне ырă усала çĕнтеретех!
1957 çулхи февралĕн 16-мĕшĕнче СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн указĕпе «Шыва путнă çынсене çăлнăшăн» медаль çирĕплетнĕ. Çак патшалăх наградине 1978 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнче Йăлмахва ялĕнчи Кирилл Дмитриевич Смирнов илме тивĕçлĕ пулнă.
Çуллахи шăрăх кун Кирле тете ял хĕрринче вырнаçнă лаша витине васкаса утнă. Çывăхри кÿлĕре сулă çинчен ÿкнĕ, шкул çулне çитмен, шывра ишме пĕлмен виçĕ ача чăмпăлтатнине асăрханă. Кирилл Дмитриевич пĕтĕм вăйран ачасене хăтарма шыв хĕрне чупнă, кĕске вăхăтрах вĕсене çыран хĕрне илсе тухнă. Алексейпе Радик Филипповсем тата Света Миронова паянхи кунччен те хăйсене çăлса хăваракана тав сăмахĕ калаççĕ.
Йăлмахва ялĕн тата тепĕр çынни — Николай Зайцев çинчен те хаçат урлă çырса пĕлтересшĕн. 1956 çулта Коля çамрăк юлташĕсемпе кÿршĕ ялта пĕр хуçалăхра платник ĕçне тунă çĕрте вăй хунă. Çанталăк питĕ илемлĕ тăнă, Турхан ялĕ хĕрринчи пĕве хăй патне ватти-вĕттине «йыхăрнă». Кăнтăрла вăхăтĕнче йăлмахвасем те пĕве хĕрне шыва кĕме çитеççĕ. Унта çамрăксем каллĕ-маллĕ чупаççĕ. Ку, паллах, ырра мар… Шывра ишме пĕлмен Георгие пурте шыраççĕ. Николай Тимофеевич та шырава хутшăнать, пĕрре шыва чăмать, тепре, виççĕмĕш хутĕнче вăл арçын ачана çыран хĕррине илсе тухать. Кăкăрне аллисемпе пуснă май ÿпкерен шыв тухать, ача сывласа ярать…
1971 çулта Георгий Спиридонович Антонов, пограничник формине тăхăннăскер, пирĕн киле хăйне çăлакана — манăн аттене тав тума килчĕ, кĕпе тăхăнтартса хăварчĕ.
Анчах та пурнăçра шыва путакансене пурне те çăлса хăварма май çук-çке. Пирĕн, аслисен, тимлĕрех пуласчĕ, ачасем çине ытларах вăхăт уйăрасчĕ!
П.ЗАЙЦЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *