Воскресенье, Март 7

Малтисен йышĕнче

Малтисен йышĕнче

Çанталăк кăçал йĕлтĕр спортне юратакансем умне чылай чăрмавсем кăларса тăратрĕ: е ытла сивĕ пулнипе, е çумăр çунипе, е çил-тăман алхаснипе йĕлтĕр çине тăма май килмерĕ. Апла пулин те, нумаях пулмасть Шупашкарти хĕллехи спорт тĕсĕсен центрĕнче йĕлтĕр спортне кăмăллакансен «Активное долголетие» кубокне çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ ăмăртăвăн иккĕмĕш тапхăрĕ иртрĕ.
Ăмăрту пуçланнă çĕре 100-шер спортсмен старта тухма хатĕр тăчĕ. Пирĕн район спортсменĕсем те ăмăртăва тĕплĕн хатĕрленсе малти вырăнсене йышăнма ăнтăлчĕç. Кĕтни, ĕмĕтленни сая каймарĕ. 71—75 çулсенчи спортсменсем хушшинче 5 çухрăма 19 минут та 17 çеккунтра чупса тухса Алексей Самаркин 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Çак дистанцирех Николай Ятманов 66—70 çулсенчи спортсменсем хушшинче 17 минут та 29 çеккунтра чупса тухса 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Кĕçĕнрех çулхисем хушшинче 10 çухрăма 32 минут та 27 çеккунтра парăнтарса Зуфар Тимаев 2-мĕш вырăна тухрĕ. Иван Симендеев çак дистанцие 32 минут та 49 çеккунтра чупса тухса хăйĕн ушкăнĕнче иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ.
Ăмăртăва хутшăннă Владимир Калашников тата Вячеслав Лаврушкин çĕнтерÿçĕсен шутне лекеймерĕç пулсан та, ăмăртуран хаваслă кăмăл-туйăмпа, малашне çĕнтерÿсем тăвас ĕмĕтпе таврăнчĕç.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code