Пятница, 19 апреля

Кĕнеке – хаклă парне

Кĕнеке – хаклă парне

Февралĕн 14-мĕшĕнчи Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке парнелемелли куна календарьти чи çамрăк уявсенчен пĕри тесе палăртнă. 2012 çултанпа уявлаççĕ ăна. Вăл кĕнеке юратакансене пурне те пĕрлештерет, çавăн пекех ыттисене те кĕнекепе туслашма май парать.
Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке парнелемелли кун районти тĕп библиотекăра йăлана кĕнĕ «Кĕнекесене юратса парнелĕр» акци иртрĕ. Тукай ялĕнче çуралса ÿснĕ Геннадий Шурбин çак пысăк уявран айккинче юлмарĕ. Геннадий Васильевича пула библиотекăн кĕнеке фончĕ çĕнĕ кĕнекесемпе пуянланчĕ. 137 илемлĕ хуплашкаллă, тĕрлĕ жанрлă кĕнеке вулама юратакансем валли чăн-чăн парне пулчĕ. Геннадий Шурбина парнешĕн чĕререн тав тăватпăр.
Тамара Шикарева, Надежда Кокшина, Василий Гаврилов, Луиза Петрова, Татьяна Белобаева, Владимир Павлов, Венера Рябчикова та акцире хастарлăхпа палăрчĕç. Вĕсем тĕп библиотекăна кĕнекесем парнелерĕç.
«Кĕнекесене юратса парнелĕр» акци — чăннипех те пĕлтерĕшлĕ пулни çирĕпленет. Çынсем хăйсем çеç кĕнекепе туслă мар, нумай-нумай произведенисене ыттисене те вулама сĕнеççĕ, вулавăш фондне пуянлатассишĕн тăрăшаççĕ. «Ырă ĕç ырăпа таврăнать» теççĕ, сирĕн пурнăçра та çаплах пултăр. Пурне те — пысăк тав!
И. ЯДРОВА,
тĕп библиотека директорĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *