Çынсем çав-çавах улталанаççĕ

Çынсем çав-çавах улталанаççĕ

Ултавçăсем Чăваш Енре пурăнакансене шар кăтартма çаплах чарăнмаççĕ-ха. Вĕсем халăха шуç чуман çине лартса яма тем тĕрлĕ меслет шутласа кăлараççĕ.
2020 çулхи кăтартусем тăрăх районта пурăнакансем ултавçăсене сахал мар укçа куçарса панă. 2021 çул пуçланнăранпа вăхăт нумаях та иртмерĕ, апла пулин те улталанă фактсемпе республикăра уголовлă ĕç пуçарнă та ĕнтĕ. Акă 51, 42 çулсенчи çынсем такси пулăшăвĕпе усă курас тĕллевпе саккас туса ултавçăсене 35 пин тенкĕ куçарса панă. Тепри Мускавран ĕçлесе таврăннă чухне банк карттине çухатса хăварнă. Унăн карттинчен Владимир облаçĕнче 9 пин ытла тенкĕ укçа илни çинчен смс-çыру килнĕ. 26 çулти çамрăк хĕрарăм «Вконтакте» социаллă сетьре япала туянас тĕллевпе «сутуçа» 5 пин ытла тенкĕ куçарса панă, çакăн хыççăн лешĕ çыхăнăва тухма пăрахнă. Хулара пурăнакан 36 çулти хĕрарăм патне банкра ĕçлекенсен ячĕпе шăнкăравланă та унăн счетĕнчен такам укçа вăрласшăн пулнине пĕлтернĕ. Хĕрарăмран картта номерне тата виçĕ цифрăллă кодне пĕлтерме ыйтнă — вăл веçех пĕлтернĕ: картта çинчи 15 пин ытла тенкĕ туххăмрах çухалнă. 23 çулхи арçын патне «брокер фирмин» сотрудникĕсем шăнкăравланă. Вĕсем «çăмăл укçа» ĕçлесе илме сĕннĕ. Арçын ĕçлесе илнĕ кăна мар, хăйĕн 128600 тенкĕ укçисĕр тăрса юлнă. Канашра пурăнакан 33-ри çын интернет лавккара 100 пин тенкĕлĕх тавар саккас панă. Посылка килсен ăна уçнă та — унтан 1 литр сĕт пачки тухнă. 52 çулти арçын вара сайтра 7 пин ытла тенкĕ тăракан телефона саккаспа туянма шутланă. Ăна 1 пин тенкĕ тăракан кнопкăллă телефон ярса панă. Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерстви тепĕр хут асăрхаттарать: банк карттин реквизичĕсене нихăçан та, хăть мĕнле лару-тăрура та, никама та ан парăр! Укçа куçарма телефон номерне пĕлни те çителĕклĕ. Карттăн тепĕр енчи виçĕ цифрăллă кодне, картта номерне, телефон çине килекен смс-хыпарсене ултавçăсем кăна ыйтаççĕ! Хăвăр пĕлмен номерпе шăнкăравлакансене, вĕсем хăйсене кирек кам тесе пĕлтерсен те, нимĕн те ан пĕлтерĕр!
Районти шалти ĕçсен пайĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *