Пятница, 19 апреля

Пуçаруллă çынсемпе ĕç кал-кал пырать

Пуçаруллă çынсемпе ĕç кал-кал пырать

Февралĕн 4-мĕшĕнче Асанкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен представителĕсемпе канашласа пăлхантаракан ыйтусене сÿтсе явас, пурнăçламалли ĕçсене палăртас тĕллевпе пухăва пуçтарăнчĕç. Асанкасси поселенийĕн пуçлăхĕ Н.Карпов ял тăрăхĕнче тĕрлĕ проектсене хутшăнса 2020 çулта пурнăçланă ĕçсемпе туллин паллаштарса отчет турĕ, 2021 çула плана кĕртнĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ.
Инициативлă бюджетированипе проект туса масар патне каякан çула юсаса вак чул сарнă. Ял халăхне шывпа тивĕçтерессипе ятарлă программăна хутшăнса шыв башнине насус тата станци илсе лартнă, йĕри-тавра юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Ача-пăчана вылямалли площадка тунă. Чăваш автономийĕ 100 çул çитнĕ ятпа панă укçапа яла кĕнĕ çĕрте стела туса лартнă. 2017 çулта çĕклеме тытăннă Çветтуй Николай ячĕллĕ православи чиркĕвне хăтлăлатас ĕç те малалла пырать. Николай Карпов ял старости Клим Салаев республика шайĕнчи конкурса хутшăнса «Ял тăрăхĕнчи чи лайăх староста» ята тивĕçнине, ял тăрăхĕн администрацийĕ «Чи лайăх поселени» конкурса хутшăннине асăнса хăварчĕ. Пуçăннă ĕçсен ăнăçлăхĕ, ял илемленесси, тулăх та хăтлă пурнăçпа пурăнасси килĕш- терсе, туслă ĕçленинчен килет. Н.Карпов ялти пуçаруллă çынсене, ял тăрăхĕнчи специалистсене тата «Асаново» ял хуçалăх ертÿçине Александр Бахтерова тав сăмахĕ каларĕ.
Асанкасси вăтам шкулĕнче те ырă улшăнусем пулсах тăраççĕ. Чÿречесене улăштарнă, тротуара тĕпрен юсанă. «Точка роста» программа шайĕнче çитес вăхăтра биологи, хими, физика тата технологи предмечĕсемпе оборудовани илсе килмелле. Районтан килнĕ специалистсем хăйсен ĕç сферисенчи темăсемпе докладсем турĕç, ял халăхне çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕç, ыйтусем çине хуравларĕç. Ял çыннисем урамсенче каçхи вăхăтра çутăрах тăвас, халăха шывпа тивĕçтерес ыйтусене татса пама ыйтрĕç. Урамра ирĕкре чупакан йытăсем пирки сăмах хускатрĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Осипов специалистсен доклачĕсене тишкерсе пĕтĕмлетÿ туса ĕç сферисенчи лару-тăрупа халăха ăнланмалла паллаштарчĕ. Комсомольски районĕн социаллă-экономикăлла аталанăвне тата ял территорийĕсене аталантармалли комплекслă плана кĕскен уçăмлатрĕ.
С.ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *