Четверг, 25 апреля

Александр Осипов: «Хаçат кун-çулĕ вăрăм пултăр»

Александр Осипов: «Хаçат кун-çулĕ вăрăм пултăр»

1931 çулхи февралĕн 8-мĕшĕ район историйĕнче ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлнă. Çак кун «Паянхи сас» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ пичетленсе тухнă. Унтанпа 90 çул çитрĕ. Çак вăхăтра хаçат сăн-сăпачĕ тĕпрен улшăннă çеç мар, вăл хăйĕн ятне те виçĕ хутчен улăштарнă. Вулакансем район хаçатне «Октябрь ялавĕ» тата «Каçал ен» ятсемпе лайăх пĕлеççĕ. Вăл вĕсемшĕн чи çывăххи пулнă, малашне те пулать тесе шутлатпăр.
Çак сумлă юбилей кунĕнче район хаçачĕн коллективне саламлакансем йышлă пулчĕç, килсе саламлайманнисем онлайн мелпе çырса, видео ÿкерсе ăшă сăмах çитерчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов 90 çулхи юбилей ячĕпе хаçат редакцийĕнче тăрăшакансемпе куçа-куçăн тĕл пулса саламларĕ.
— 90 çул — паллă çул. Çак вăхăтра хаçат вăй илсе, çирĕпленсе вулакансене хăй тавра пуçтарма пултарнă. Хаçат хăйĕн сăпкинче паллă çынсене сиктернĕ. Пирĕн паллă ентешсем, писательсемпе поэтсем, журналистсем пĕрремĕш утă- мĕсене шăпах район хаçатĕнче тунă. Хаçат урлă çынсем Раççей, республика, район пурнăçĕпе паллашаççĕ. Апла пулсассăн сирĕн материалсем витĕмлĕ те кăсăклă пулмалла, унпа пĕрлех вара кирлĕ çĕрте вырăнлă сăмах, пĕлсе пăнчă е хÿ-реллĕ пăнчă лартмаллине асра тытмалла. Район хаçачĕпе, паллах, мухтанатпăр. Хаçат вулакансемшĕн пăшăрханать, тĕрлĕ информацие çитерет, уявсемпе саламлать, хурланнине те вăлах çырса пĕлтерет, пĕлтерÿсемпе, çĕнĕлĕхсемпе паллаштарать. Унăн ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Пĕр сăмахпа каласассăн, эсир халăхпа пĕрле пурăнатăр. Хаçат кун-çулĕ вăрăм пултăр, ĕçлекенсене çирĕп сывлăх, ăнăçу, çитĕнÿ, тăнăçлăх сунатăп. «Каçал ене» кашни килте чăтăмсăррăн кĕтчĕр, — палăртрĕ саламласа Александр Николаевич.
Чăннипех те çапла пултăр. 90 çул каялла пуçарнă ĕçе эпир малалла тăсатпăр. Паян хаклă вулакансем хаçатăн 10801-мĕш номерне алла тытаççĕ. Хаçата çакăн чухлĕ кун çути кăтартма сахал мар çын тăрăшнă, тăрăшать те. Кашни ĕçĕн вăрттăнлăхĕ пур, пирĕн ĕçре те çаплах: вăхăтра илемлĕ те вулакан кăмăлне каймалла çырмалла, килĕшÿллĕ сăнÿкерчĕк лартмалла, материалсене полоса çине пĕлсе вырнаçтармалла, кунта дизайнерăн ăсталăхĕ — чи кирли, саламсем, пĕлтерÿсем, тав сăмахĕсем, хурланса пĕлтернисем те вырăнлă пулмалла. Эпир, хаçат ĕçченĕсем, вулакана саламлатпăр, унпа пĕрле савăнатпăр, хурланатпăр. Темĕн те пулать, йăнăш каясси те, тĕрĕс мар çырасси те. Тен, вăхăтра çырса пĕлтермен самантсем те пур. Çакă пĕтĕмпех техника тата çын ĕçлеслĕхĕпе те, паллах, çыхăннă. Тепĕр чухне икĕ-виçĕ çын пурнăçламалли ĕçе пĕр çын туса пырать. Эпир йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла утатпăр. Пуçа усмасăр кашни кунах хаçат страницисене калăплатпăр, материал хыççăн материал шăрçалатпăр. Эпир сирĕн кашни сĕнĕве шута илме хатĕр. Çырăр! Шăнкăравлăр! Ыйтса пĕлĕр!
Хаçатăн 90 çулхи юбилейĕпе саламланă кашни çынна, коллектива чĕререн тав тăватпăр.
Александр Осипов:
Эсир, хаçатра тăрăшакансем, вулакан мĕнпе интересленнине, вĕсем ытларах мĕн вулама килĕштернине пуринчен ытларах пĕлетĕр. Эсир паха информаципе тивĕçтерсе тăракансем. Хаçата вулаççĕ, ăна кĕтеççĕ . Паянхи кун, информаци уçлăхĕ, пысăк хăвăртлăхпа аталаннă тапхăрта «Каçал ен» хаçат хăйĕн вырăнне çухатманни çав тери паха.
Н.МЕДВЕДЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *