Четверг, 25 апреля

Асран кайми кунсем, çулсем

Асран кайми кунсем, çулсем

Пирĕн район хаçачĕ тухма пуçланăранпа 90 çул çитрĕ. Çав шутран 31 çулĕ манăн ĕç-хĕлпе, пурнăçпа çыхăннă. «Октябрь ялавĕ» /халĕ «Каçал ен»/ хаçат редакцине ĕçлеме килнĕ малтанхи кунсем халĕ те куç умĕнчех. 1974 çулхи август уйăхĕ. Кунĕ ăшă та хĕвеллĕччĕ ун чухне. Никандр Афанасьевич Якимов редактор мана хăйĕн пÿлĕмĕнче ăшшăн кĕтсе илчĕ. Манăн документсемпе паллашнă хыççăн пулас ĕç вырăнне — яваплă секретарь пÿлĕмне илсе кайрĕ. Унтанпа чылай çул иртрĕ. Апла пулин те Владимир Васильевич Давыдовпа пĕрле кайнă манăн пĕрремĕш командировка, вăл вĕрентнисем, Н.А. Якимовăн канашĕсем, иккĕмĕш редактор Геннадий Алексеевич Уткин пурнăçри йывăрлăхсене çĕнме пулăшнисем пурте асăмрах. Шел пулин те, халĕ вĕсем пирĕн хушăра çук ĕнтĕ.
Редакцире хастар та пултаруллă, çыравçă ĕçне чун-чĕререн юратакан çынсем тăрăшатчĕç. Паллах, çамрăксем ытларахчĕ: яваплă секретарь Владимир Давыдов, парти пайĕн ертÿçи Валерий Чубаев, Юрий Скворцов. Василий Кизюков радиопередачăсем йĕркелесе пыратчĕ. Ял хуçалăх пайĕн ертÿçи, лара-тăра пĕлмен Иван Кузьмич Кузьмин тивĕçлĕ канăва кайма хатĕрленетчĕ. Апла пулин те вăл юрласа-ташласа тенĕ пек статья хыççăн статья, страница хыççăн страница кăларатчĕ. Сĕтел хушшинче ларнă чухне аллисем çыратчĕç, урисем ташлатчĕç. Тĕлĕнмелле пултаруллă çынччĕ вăл. Пьесăсем те çыратчĕ. Сăмахран, «Сиккасси хĕрĕ» пьеси тăрăх лартнă спектакль республикипех палăрнăччĕ. 1921 çулхи январь уйăхĕнче Аслă Каçал ялĕнче пулса иртнĕ хăрушă та тискер ĕçсене «чаппан вăрçине» сăнланăччĕ пьесăра. Ун чухне Аслă Каçалта кулаксемпе вĕсен хÿрешкисем Сиккассинчен килнĕ Клавдия Кречетникова учительницăна, К.Петропавловский вĕрентекене, вулăс ĕçтăвкомĕн халăха вĕрентес ĕç пайĕн заведующине Д.Павлова, çамрăк комсомолецсене Сергей Соловьева, Василий Аржанухина, Питĕр хулинчен пулăшма килнĕ рабочие Семен Новикова, А.Максимова тата ыттисене тискеррĕн хĕнесе вĕлернĕ. Çав самантсене уççăн çырса спектакле сцена çине Валентина Зайцева режиссер кăларнăччĕ. Спектаклĕн пĕр пайне редакцире ĕçлекенсем районти культура çуртĕнче лартнă концертра кăтартнăччĕ. Районти почта тата 11-мĕш номерлĕ линипе техника цехĕн ĕçченĕсем те концерта хутшăннăччĕ.
И.К.Кузьмин çырусен пайĕн заведующийĕпе Алексей Зайцевпа Комсомольскине Канаш районĕнчен çÿретчĕç. Вĕсем кашни кун çул çинчеччĕ.
Алексей Иванович та сăвăсемпе пьесăсем хайлатчĕ. Унăн пьеси тăрăх лартнă спектакльсене хальхи вăхăтра та республикăри театрсен репертуарĕсенче курма пулать. Вĕсем пире, çамрăксене, нумай вĕрентрĕç, ырă канашсем пачĕç.
Тĕп бухгалтерпа Валентина Тимофеевăпа Вера Воробьева секретарь-машинистка та пĕрехмай çул çинчеччĕ. Пĕри Хирти Мăнтăртан, тепри Хырай Ĕнелĕнчен çÿретчĕç. Кĕрхи-çурхи йĕпе-сапаллă, хĕллехи çил-тăманлă çанталăкра та мĕн пур чăрмавсене çĕнсе ĕçе вăхăтра çитме тăрăшнă. Пире те нумай кирлĕ сĕнÿсем панă. Унччентерех тĕп бухгалтерта Валентина Долгова ĕçленĕ. Мария Агафонова, Таисия Карзакова, Раиса Орлова /тĕрлĕ çулсенче ĕçленĕ/ редакцири тасалăхпа тирпейлĕхшĕн тăрăшнă.
Ростислав Игнатьев, Илья тата Владимир Жуков водительсем тĕрлĕ çулсенче автомашина рульне çирĕп тытса пычĕç, корреспондентсене кирлĕ çĕре вăхăтра илсе çитеретчĕç. Автомашина яланах юсавлă пулнă.
Антонина Скворцова, Людмила Баринова корректорсем кунта тĕрлĕ çулсенче вăй хучĕç. Ĕçре тÿрĕ чунпа тăрăшрĕç.
Николай Скворцов, каярахпа Анатолий Кольцов фотокорреспондентсем хаçатăн сăн-сăпачĕ хитре те лайăх пултăр тесе нумай çине тăчĕç. Пирĕн çемье архивĕнче паянхи кун та Николай Константинович ÿкернĕ 5—6 теçетке сăнÿкерчĕк упранать.
Çавăн пекех кунта тĕрлĕ çулсенче ĕçленĕ журналистсем — Василий Чернов, Николай Никифоров, Владимир Григорьев, Елена Ефимова, Виталий Алексеев тата ыттисем пирки те нумай ăшă сăмах калас килет.
Хальхи вăхăтра республикăри хаçат-журналсенче, ытти çĕрте тăрăшакан Геннадий Максимов, Николай Коновалов, Юрий Михайлов, Татьяна Ильина, Валери Туркай, Алексей Леонтьев, Валентина Кириллова, Владимир Рыбкин тата ытти чылай журналистсен пурнăç шкулĕ шăпах пирĕн район хаçачĕ пулнă.
Эпĕ чылай çул çырусен пайне ертсе пытăм. Çавăнпа кăштах хамăн ĕç çинче те чарăнса тăрас килет. Иртнĕ çулсенче редакци почти çырусемпе пуянччĕ. Кунсерен 5—10 çыру килни те пулнă. Вăл шутра критикăллисем те пурччĕ. Ертÿçĕ пурин çине те кирлĕ тимлĕх уйăрнă. Çак ĕçшĕн яваплă корреспондентсенчен çирĕп ыйтнă.
Ялти корреспондентсемпе те нумай ĕçленĕ, семинарсем, республикăри паллă çыравçăсемпе тĕлпулусем ирттернĕ. Анат Тимĕрчкасси вăтам шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Анна Тимофеевна Ежергина, Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнчи математика учителĕ Августина Яковлевна Можаева, Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Галина Петровна Алексеева — чи активлă корреспондентсемччĕ. Вĕсем тĕрлĕ темăпа çырнă хайлавсене вулакансем юратса вулатчĕç. Тăманлă Выçли вăтам шкулĕн учителĕ /каярахпа вăл районти халăха вĕрентес ĕç пайĕнче инспекторта, психологра ĕçлерĕ/ Валерий Иванович Кириллов сăввисемпе калавĕсем пирки те çавнах каламалла.
Хадзят Шакирзянович Миннетуллин Чĕчкен шкулĕнче тутар чĕлхипе литературине вĕрентетчĕ. Вăл хаçатăн çывăх тусĕччĕ. Статьясемпе корреспонденцисене чă-вашла çыратчĕ.
Эпĕ ĕçленĕ малтанхи çулсенче пирĕн хаçат хамăр патрах çапăнатчĕ. Виталий Семенович Хораськин мастер типографи коллективне лайăх ертсе пыратчĕ. Зоя Буланкова, Нина Богатырева, Зинаида Пудовкина, Ольга Николаева, Лариса Демина, Светлана Семенова, Галина Ишмуратова тата ыттисем те хăйсен ĕçне тĕплĕ тунипе палăрса тăратчĕç.
«Октябрь ялавĕ» /«Каçал ен»/ хаçатăн тусĕсем кунсерен хушăнсах пыратчĕç. Сыктывкарти хаçатра ĕçлекен Владимир Сугоров /Кĕтне Пасар ялĕнче çуралса ÿснĕ/, Краснодар крайĕнчен Григорий Архипов /хăй Йÿç Шăхалĕнчен/ та тĕрлĕ хайлавсем çыратчĕç. Çакă, паллах, пирĕн хаçат содержанине пуянлататчĕ.
Вĕрентекенсем, медицина ĕçченĕсем, библиотекарьсем тата ытти çĕрте тăрăшакансем хушшинче те хаçат тусĕсем пайтахчĕ. Пурте район хыпарçине юратса вулатчĕç, унпа çыхăну тытма тăрăшатчĕç. Малашне те çак сукмак такăрлансах пытăрччĕ.
З.СОЛОВЬЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *