Пятница, 19 апреля

Пĕрремĕш вĕрентекенсем тесе шутлатăп

Пĕрремĕш вĕрентекенсем тесе шутлатăп

Эпĕ хаçатра ĕçлеме пуçланă чухне 20 çултаччĕ. Коллективра тăрăшакансем вара пурте тенĕ пекех манран 20 çул ытла аслăрах ÿсĕмрисемччĕ. Çавăнпа та малтанхи вăхăтра пĕр пĕчĕк заметкăна та темиçе хутчен куçарса çырнă хыççăн çеç вĕсене сĕнеттĕм. Опытлăскерсем /секретарь-машинистка, корректор, бухгалтер таранах/ ман йăнăшсене асăрхасан вăрçса тăкмастчĕç, ăшшăн калаçса тÿрлетме пулăшатчĕç. Хаçатăн 90 çулхи юбилейĕ умĕн хăшĕ-пĕри пирĕн хушăра çук та ĕнтĕ. Шăпах вĕсем çинчен темиçе сăмахпа та пулин тав сăмахĕ каласа асăнас килет.
Владимир Васильевич Давыдовпа нумай çул ĕçлеме тÿр килмерĕ. Хаçат тусĕ пулнă май шкулта вĕреннĕ вăхăтрах унăн калавĕсене, сăввисене вуланăччĕ. Унăн хăйнеевĕр чĕлхи кăмăла кайнăччĕ. Ĕçре малта пыракансем пирки хитре тĕрленчĕксем ?зарисовка/ çырни асра. Ку жанрпа хайлакансем халĕ сахал. Шел, 2 уйăх çеç пĕр сĕтел хушшинче ларма тиврĕ. Çамрăклах унăн пурнăçĕ татăлчĕ. Паянхи кун чăваш литературинче паллă йĕр хăварма пултаракан çыравçă пулнă пулĕччĕ.
Никандр Афанасьевич Якимов 1970 çулсенче хаçат редакторĕ те пулнă. 90-мĕш çулсенче вăл редакцире яваплă секретарьте ĕçлерĕ. Хаçат макетне тунă чухне линейкăсен вылявĕпе те усă куратчĕ. Çакă хаçат сăнне илемлĕрех тума май паратчĕ. Вăл ĕçленĕ çулсенче «Информаци тĕпелĕ» — хыпарсен пуххи кăларассине йĕркелесе янăччĕ. Районти çĕнĕлĕхсене вулакан патне интереслĕрех çитерме тăрăшатчĕ. Вăл вăхăтра паянхи пек интернет пулман. Хыпарсене телефонпа шăнкăравласа пуçтараттăмăр. Ирех, ĕçе çитсен телефон çине «лараттăмăр». Никандр Афанасьевич тишкерÿллĕ статьясем те аван çыратчĕ.
Валерий Ананьевич Чубаевпа вара 20 çул ĕçлерĕм. Вăл мана чылай паха сĕнÿсем парса пынă. Унăн кулăшла калавсем лайăх пулса тухатчĕç. Пуçран шухăшласа кăлармастчĕ вăл, мĕн илтнине илемлетсе хăйне май çырса хуратчĕ. Редакцие килекенсемпе кăмăллăн калаçса ларатчĕ, вĕсем каласа панă кулăшла самантсем кĕçех хаçат страницисенче вырăн тупатчĕç. Унăн кулăшĕсене чăваш литературинче Г.Мальцевăн, В.Енĕшĕн хайла- вĕсем çумне пĕр иккĕленмесĕр лартма пулать.
Геннадий Алексеевич Уткинпа пĕр коллективра ĕçлемен эпĕ. Анчах та вăл редактор пулнă вăхăтра, шкулта вĕреннĕ чухне, пĕрремĕш заметкăсене хаçата ярса панă. Каярахпа, студент çулĕсенче, пĕрре мар курса калаçнă. Унăн сăмахĕсем, сĕнĕвĕсем мана хавхалантарса пынă. Шăпах вăл манăн пĕрремĕш калав хаклавçи пулнă.
Вĕсем халĕ юнашар çук пулин те сăмахĕсене, сĕнĕвĕсене паянхи кун та асра тытатăп. А.И.Зайцев, З.Н.Соловьева, В.Н.Григорьев, В.В.Гаврилов корреспондентсемпе Л.Д.Баринова корректора, В.С.Во- робьева секретарь-машинисткăпа В.П.Тимофеева бухгалтера, А.Н.Кольцов фотокорреспондента хамăн пĕрремĕш вĕрентекенсем тесе шутлатăп.
Хаçат редакцийĕнче халĕ ĕçлекенсен те вĕсенчен тĕслĕх илмелли чылай. Юратнă хаçатăмăн ĕмĕрĕ татах та вăрăм пултăрччĕ.

Ю.ГАВРИЛОВ,
РФ Журналистсен союзĕн членĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *