Воскресенье, Март 7

Кăвак тÿпене тинĕспе улăштармастăп

Кăвак тÿпене тинĕспе улăштармастăп

Сывлăш десант çарĕ тивĕçлипе тăван çĕршыв çарĕн паттăрлăхпа çирĕплĕх тĕслĕхĕ шутланать. Нумай арçын ача вăйлă, çирĕп кĕлеткеллĕ пулма, хĕсметре десантник тумне тăхăнма ĕмĕтленет. Сывлăш десант çарĕнче салтак тивĕçне пурнăçлама тĕрĕслÿ комиссийĕ витĕр кăларса чи çирĕп сывлăхлисене, чăтăмлисене суйласа илеççĕ.
Тури Тимĕрчкассинче пурăнакан Наталия Витальевнăпа Эдикт Николаевич Филипповсен туслă çемйинче çуралнă Алексей ачаранах сывлăш десант çарĕнче салтак тивĕçĕсене пурнăçлама ĕмĕтленнĕ. Кĕлеткине спортра пиçĕхтернĕ, вĕренÿре «тăваттă» тата «пиллĕк» паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă. Тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене те хутшăнма ÿркенмен. Спортра тунă çитĕнÿсемшĕн Алексей 9-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтра Чăваш Республикин физкультура министерствин дипломне тивĕçнĕ. Комсомольски районĕн «Кубня» футбол командинче выляса 2018 çулта Чăваш Республики шайĕнчи ăмăртура пĕрремĕш вырăн йышăннă. Алексей Анат Тимĕрчкассинчи тĕп шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти стройтехникумра геодезист профессине алла илнĕ. 2019 çулта кĕрхи призывпа салтака кайнă. Хальхи вăхăтра вăл сывлăш десант çарĕнче çĕршыв хÿтĕлевçин тивĕçне пурнăçлать.
«Кавказ 2020» стратегиллĕ вĕренÿ вăхăтĕнче пуçару, хăюлăх кăтартнăшăн 2020 çулти сентябрь уйăхĕнче Алексей сывлăш десант çарĕн командующийĕн, генерал-полковникăн А.Н.Сердюковăн Тав çырăвне тивĕçнĕ.
Эпĕ Алексейпе тăван килне отпуска килсен курнăçса калаçрăм. Салтак ĕçĕ-хĕлĕпе кун йĕрки çинчен ыйтса пĕлтĕм.
— Эпĕ Мускав облаçĕнчи Щелково хули çумĕнче вырнаçнă 54164 çар чаçĕнче хĕсметре тăратăп. Пирĕн, десантник-связистсен, чаçăн тĕллевĕ — çарпа хир условийĕсенче çыхăнăва йĕркелесси, десантниксен ушкăнĕсен самолечĕсене вырăна лартасси тата авиаци техникин çÿревне йĕркелесси.
Эпир пурăнакан казармăсенче душ тата кану пÿлĕмĕсем, вĕренÿ класĕсем пур. Пире тĕл пеме тата парашютпа ăнăçлă сикме, çапăçура тытăçма, пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ пама, тавралăхри вырăна чухлама хăнăхтараççĕ. Унсăр пуçне Морзе азбукипе тата хальхи çыхăну системисемпе пĕлтерÿсене вулама-яма вĕрентеççĕ. Ÿт-пĕве пур енчен те аталантарса сывлăха çирĕплетессине çителĕклĕ вăхăт уйăратпăр. Ятарлă психолог та пур. Кĕскен калас пулсан — темле хăрушă, çивĕч лару-тăрура та çирĕп кăмăллă, ăнкаруллă пулса, чĕрĕ юлса тĕллеве пурнăçлама хăнăхтараççĕ.
— Салтак атти çăмăл-и саншăн?
— Салтак атти, паллах, çăмăлах мар. Кашни кун ирхине ултă сехетре тăратпăр, зарядка тăватпăр тата ытти кулленхи тивĕçсене пурнăçлатпăр. Ăмăртусем умĕн полигонта, чăрмав йĕрĕ çинче, марш-бросокра, вăрманта кун каçатпăр. Тепĕр енчен шутласан, шăпах хĕсметре пулни яваплăха ăнланма, малашнехи пурнăçра йывăрлăхсене çухалса каймасăр çĕнтерме, юлташлăх туйăмне хаклама, пĕр-пĕрне пулăшма хăнăхтарать.
— Алексей, миçе хут парашютпа сикнĕ эсĕ; Сывлăша «чăмма» хăрушă мар-и?
— Манăн 6 парашют вĕçевĕ. Пĕрремĕш хутĕнче, паллах, шиклентерет. Çав вăхăтрах вĕçеве нимĕнпе те танлаштараймăн. Вăл ăнлантарса пама сăмах çитмен туйăмсем çуратать. Пире вертолетпа 16-шар салтака пĕлĕте илсе хăпараççĕ. Сикнĕ вăхăтра парашюта тĕрĕс уçнисĕр пуçне сывлăшра вĕçнĕ вăхăтри лару-тăрăва та тĕрĕслесех тăмалла. Çĕр çине тĕрĕс-тĕкел анса ларас тесен кашни саманта маларах шутлама хăнăхмалла.
— Тепĕр хут салтака каймалла пулсан эсĕ сывлăш десант çарнех суйласа илĕттĕн-и?
— Эпĕ хам сывлăш десант çарĕнчи службăна тивĕçлĕ пулса пĕр ĕмĕте пурнăçларăм. Командировкăна ярсан эпĕ Хура тинĕс хĕрринче те пулса куртăм. Мăнаçлă та анлă вăл. Çапах янкăр кăвак тÿпене çитеймест.
С.ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code