
2020 çулта районти ЗАГС уйрăмĕ граждан тăрăмĕсемпе çыхăннă пурĕ 651 акт регистрациленĕ. Çав шутра 137 пепке çут тĕнчене килнине çирĕплетнĕ. 2019 çулта çуралакансем районта йышлăнрах пулнă — 160 çемьене «çĕнĕ кайăк» вĕçсе килнĕ. Пĕлтĕр çуралнă пепкесенчен 70-шĕ — арçын ачасем, 67-шĕ — хĕрачасем. 30 çемьере пĕрремĕш ачасем кун çути курнă, 46 çемьере — иккĕмĕшсем, 61 çемьере — виççĕмĕшсем е малаллахисем. Ашшĕ-амăшĕ арçын ачасем валли ытларах Максим, Ислам, Марк тата Амир ятсем суйланă. Хĕр пĕрчисене вара Амина, Виктория тата Софья ятсене хуракансем чылайăн.
Пĕлтĕр пурĕ 372 çыннăн пурнăçĕ татăлнă /2019 çулта 397 çын пурнăçран уйрăлнă пулнă/. Çулталăк тăршшĕпе 82 мăшăр валли Мендельсон маршĕ янăранă. Çав вăхăтрах 39 мăшăр малалла пĕр çулпа утма хирĕççине палăртса уйрăлнă, çав шутра 35 мăшăр — суд урлă, 4 мăшăр — пĕр-пĕринпе килĕшсе уйрăлнă.