Воскресенье, 28 апреля

Ял халăхĕ хаçат-журналпа туслă

Ял халăхĕ хаçат-журналпа туслă

Паянхи кун çĕнĕ технологисем куç умĕнчех аталанса пыраççĕ. Кашнин пурнăçĕнче тенĕ пекех халĕ интернет пысăк вырăн йышăнать. Ун урлă темĕн те тума пулать-çке: кирлĕ информацие шырама та, çĕнĕ хыпарсене пĕлме те, пĕр пĕринпе электрон çырусем урлă хутшăнма та. Апла пулин те, хальхи вăхăтра почтальонăн ĕçĕ хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмасть. Хыпарсене хаçат-журнал урлă пĕлме кăмăллакансем, пĕр-пĕрин патне çыру çÿретекенсем, тĕрлĕ посылкăсем ăсатакан-илекенсем паянхи кун та йышлă.
Асанкассинчи почта уйрăмне 7 çул ĕнтĕ Эльза Таркина ертсе пырать. Ялта пурăнакансем чăваш хаçат-журналĕсене кăмăлланине палăртать вăл. Чылайăшĕ район хаçатне çырăнса илет.
— Район хаçачĕсĕр пурăнаймастăп текенсем те пур. Вăл хамăр таврара мĕн пулса иртнине пĕлтерекен тĕп хыпарçă-çке-ха. Ун урлă эпир районта мĕн пулса иртнине, çавăн пекех республика шайĕнчи пĕлтерĕшлĕ хыпарсене те пĕлсе тăратпăр. Пĕрре хаçатпа туслашнă çынсем ăна кашни çулах çырăнса илеççĕ. Вулакансем ытларах — аслăрах çултисем. Эпир вара çамрăксене те район хаçачĕпе туслаштарма тăрăшатпăр, — паллаштарчĕ вăл лару-тăрупа.
Почта уйрăмĕнче тăрăшуллă ĕçченсем вăй хураççĕ. Акă, Олеся Данилова хăйне шанса панă тивĕçсене яланах туллин пурнăçлать: хаçат-журналсене, çырусене яланах вăхăтра кирлĕ çĕре çитерет. Наталия Чертынова та, нумай пулмасть çеç ĕçе пикеннĕ пулсан та, ял халăхĕпе пĕр чĕлхе тупма ĕлкĕрнĕ. Кашнинпе кăмăллăн калаçать вăл, ĕçе хаваспах çÿрет.
— Кашни киле район тата республика хыпарçисене вăхăтра çитерме тăрăшатпăр. Çынсем хаçат-журналпа туслă пулни пире малалла ĕçлеме хавхалантарать, — теççĕ почтальонсем.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *