Кашни мероприяти чĕре витĕр тухать

Кашни мероприяти чĕре витĕр тухать

Культура сферинче тăрăшакансен ĕçĕ çиелтен пăхсан нихăçан та вĕçленмен уяв евĕр туйăнать. Халăх валли йĕркеленĕ кашни уяв, мероприяти хыçĕнче вара культура ĕçченĕсен çĕрĕпе куç хупман каçĕсем, çын курман çăмăл мар хатĕрленÿ ĕçĕ тăрать.
Хирти Мăнтăрти культура учрежденийĕ кирпĕчрен хăпартнă çурт çеç мар — вăл кунта тăрăшакан ĕçченсен чĕрисен таппийĕ, сцена çине тĕрлĕ номерсемпе тухакансен пăлханăвĕ, куракансен савăнăçлă кулли е шухăша путнă сăн-пичĕ. Хирти Мăнтăр культура çурчĕн ертÿçи Валентина Петровна Данилова ял халăхĕн пурнăçне илем кÿрессишĕн, ырă кăмăл-туйăм парнелессишĕн чунне парса вăй хурать.
— Валентина Петровна, культура сферинчи ĕçе чун туртăмĕпе суйланă-и эсир?
— Эпĕ ача чухнех вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ. Çитĕнсен педагог профессине алла илнĕ. Шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Шăпам культура сферине илсе çитересси çинчен çамрăк чухне шутлама та пултарайман. Педагога вĕренсе аслă пĕлÿ илни, ачасене вĕрентсе пуçтарнă опыт мана ĕçре питĕ пысăк пулăшу парать.
— Культура çурчĕ ял пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăнать?
— Эпĕ Культура çурчĕн ертÿçи пулнă май çапла шутлатăп. Культура çурчĕ — ял чĕри. Халăх пушă вăхăта усăллă ирттересшĕн-и, уявсенче савăнасшăн-и, концертсемпе спектакльсем курса киленесшĕн-и е хутшăнса пултарулăха сцена çинче тата тĕрлĕ мероприятисенче кăтартасшăн-и; Культура çуртĕнче кашни килекенех хапăлласа кĕтеççĕ. Пирĕн учрежденире тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем валли пурĕ 13 кружок ĕçлет.
— Эсир çак должноçра ĕçлеме пуçлани 16 çул çитрĕ. Кашни ĕçрех хăйне евĕрлĕ йывăрлăхсем пур.
— Культура учрежденийĕн директорĕн, паллах, ĕçĕ çăмăл мар. Яваплăх пысăк. Хуçалăх ĕçĕсене те пурнăçламалла. Çав вăхăтрах документсене йĕркелесе пыма тата тĕрлĕ мероприятисене хатĕрлесе ирттерме те вăхăт сахал мар кирлĕ. Ĕç çынна чун киленĕçĕ кÿмелле, аталанма май памалла. Эпĕ çыннăн яланах ăс-тăна аталантармалла, ăсталăха туптамалла, малтан мала ăнтăлмалла тесе шутлатăп. Республика шайĕнче иртекен семинар-практикумсене пурне те хутшăнма тăрăшатăп. Кăçал Кемеровăри культура институтĕнче йĕркеленĕ хушма професси памалли программăна онлайн мелпе хутшăнса «Основы режиссуры культурно-массовых мероприятий» темăпа вĕренсе квалификаци ÿстернине çирĕплетекен удостоверение алла илтĕм.
— Сире культура сферинче ĕçлеме килĕшет-и?
— Çак ĕç мана хăйĕн тĕрлĕ енлĕхĕпе, тăтăшах ăс-тăна аталантарма хистенипе тата пулăмсемпе пуян пулнипе килĕшет. Кашни мероприятие пуçра «çуратса», чĕрере «çураçтарса», пĕтĕм саманта шута илсе планласа, репетицисем витĕр тухса йĕркелесе ирттерни, хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлани, мăн çынсемпе, çамрăксемпе тата ача-пăчапа тÿрреммĕн хутшăнни кулленхи ĕç-пуçра усă курмалли çĕнĕрен çĕнĕ мелсемпе майсем шыраттарать. Эпир кашни мероприятие хăйне евĕрлĕ ирттерме, программăна çĕнĕлĕхсем кĕртме, куракансемпе хутшăнакансене ырăпа тĕлĕнтерме, савăнтарма тăрăшатпăр.
— Валентина Петровна, сирĕн шутпа юлашки çулсенче йĕркеленĕ мероприятисем хăшĕсем ытларах асра юлчĕç?
— Кашни мероприятиех чĕре витĕр тухать. Çавăнпа суйласа илме йывăртарах. Ачасем март уйăхĕнче «Черчен чечексем» фестиваль-конкурсра ташă ташласа, сăвă каласа тата юрă шăрантарса палăрчĕç. «Кантăкран шаккарĕ хамăр ял каччи» спектакле куракансен умне 8 хут кăлартăмăр. Хамăр район çыннисем çеç мар Елчĕк районĕнчи куракансем те артистсен пултарулăхне тăвăллăн алă çупса хакларĕç. Ветерансене юбилей медалĕсемпе чыслани те асра юлмалли пулăм. Коронавирус чирĕ пирки йышăннă мерăсене пăхăнса 2020 çулхи апрельтенпе онлайн мелпе ĕçлетпĕр.
— Культура çурчĕн директорĕ пулнă май эсир хăвăр ума мĕнле тĕллевсем лартатăр?
— Манăн тĕп тĕллев — культура çурчĕн пурнăçĕнчи йăла-йĕркесене упрасси тата аталантарасси, самана уттипе тан утăмласси, çĕнĕрен те çĕнĕ проектсене ĕçе кĕртесси. Çакна каласа хăварас килет. Чунтан парăнса тăрăшакансене ĕç те ÿсĕмлĕхĕпе савăнтарать. Ял ватăлса пынă пирки çамрăксем сахалрах пулни пăшăрхантарать. Эпĕ яланах лайăх çынсен пулăшăвне туятăп. Çакă маншăн чи кирли.
С.ЕФИМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *