Четверг, 18 апреля

Спорта юратакансем турнирсенче тупăшнă

Спорта юратакансем турнирсенче тупăшнă

Çĕнĕ çул пуçламăшĕнчи канмалли кунсем кашни çулах питĕ хаваслă иртеççĕ, уйрăмах вĕсем спорт мероприятийĕсемпе пуян. Кăçал та спорта юратакансем тĕрлĕ турнирсене хутшăнса хăйсен вăйне виçнĕ, чи маттуррисемпе пултаруллисем хаклă парнесене тивĕçнĕ.
Комсомольскинчи «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕнче январĕн 2-мĕшĕнче шкул командисем хушшинче мини-футболла выляссипе Раштав турнирĕ иртнĕ. Унта 4 команда вăй виçнĕ. Тукай Мишер вăтам шкулĕн команди мала тухма пултарнă, турнирăн кубокне тивĕçнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Кĕçĕн Çĕрпÿел тата Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕсен командисем пайланă.
Январĕн 3-мĕшĕнче «Ылтăн шайба» республика ăмăртăвĕсен ял командисем хушшинчи муниципаллă тапхăрĕ иртнĕ. Хĕрÿ тупăшура Урмаел вăтам шкулĕн команди çĕнтерĕве алăран яман. Иккĕмĕш вырăнта — Тукай Мишер вăтам шкулĕн çамрăк хоккеисчĕсем, виççĕмĕш вырăнта — Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн команди.
Январĕн 8-мĕшĕнче «Кĕтне» ФСК стадионĕнче хĕрачасен командисем хушшинче мини-футбол турнирĕ иртнĕ. Унта Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн команди çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн çамрăк спортсменкисем хăпарнă. Урмаел вăтам шкулĕн команди виççĕмĕш вырăн йышăннă.
Çĕнĕ Кипеç ялĕнче январĕн 5-мĕшĕнче Николай Можаева асăнса çулсерен ирттерекен хоккей турнирĕ йĕркеленĕ. Николай Иванович хоккей, футбол вăййисене, йĕлтĕрпе чупма юратнă, çамрăксене те спорта явăçтарнă. Çавна май Çĕнĕкипеçсен ун ячĕпе турнир йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Ăмăртура «Гигант», «Кубня» тата «Первомайское» /Патăрьел районĕ/ командăсем тупăшнă. Хĕрÿ тупăшура «Кубня» команда çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăнта — «Первомайское», виççĕмĕш вырăнта — «Гигант» командăсем. «Чи лайăх вратарь» ята — Дмитрий Можаев, «Чи лайăх вăйăçă» ята Даниил Кошкин тивĕçнĕ.
Хирти Ĕнелте январĕн 6-мĕшĕнче Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Геннадий Ефремовăн кубокĕшĕн хоккей турнирĕ иртнĕ. Унта «Сундырь», «Изамбаево» тата «Нюргечи» командăсем питĕ хĕрÿ тупăшнă. Пĕтĕмлетÿсем тăрăх, куçса çÿрекен Кубока «Нюргечи» команда тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăнта — «Сундырь» команда, виççĕмĕш вырăнта — «Изамбаево». Хоккеистсене Хисеп грамотисемпе тата парнесемпе чысланă. «Турнирăн чи лайăх вăйăçи» ята — Иван Тимофеев, «Чи лайăх вратарь» ята Денис Пыркин тивĕçнĕ. Валерий Дмитриев чи аслă хоккеист, Артем Нестеров чи çамрăк хоккеист пулнă. Ял тăрăхĕнче хоккея аталантарма тÿпе хывнăшăн Олег Кольцова, Вячеслав Лисицына, Вячеслав Кольцова ял тăрăхĕн администрацийĕн Хисеп грамотисемпе чысланă. Палăртса хăвармалла, кăçалхипе йăлана кĕнĕ çак турнир 11-мĕш хут иртнĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов спортсменсене активлă пулнăшăн, ял поселенийĕн территорийĕнче спорта аталантарма тăрăшнăшăн тав тунă, малашне те çитĕнÿсем тума, сывлăхлă пулма суннă.
Кĕçĕн Çĕрпÿел культура çуртĕнче январĕн 2-мĕшĕнче «Красный Октябрь» колхозăн председателĕнче 30 çул ытла тăрăшнă, ЧАССР тава тивĕçлĕ агрономне В.А.Арсентьева асăнса сĕтелçи теннис турнирĕ йĕркеленĕ. Вăл кăçалхипе 4-мĕш хут иртнĕ. Ăмăрту пуçланиччен Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Т.Орешкин, Комсомольски район Пухăвĕн депутачĕ А.В.Тихонов пурне те Çĕнĕ çулпа саламланă, В.А.Арсентьевăн ĕç биографийĕпе паллаштарнă.
Турнирта Ростислав Романов /Комсомольски/ çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Владимир Школьниковпа /Хирти Шăхасан/ Константин Любимов /Аслă Çĕрпÿел/ пайланă. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене Хисеп грамотисемпе тата парнесемпе чысланă.
Аслă Çĕрпÿел ял поселенийĕн тĕп стадио- нĕнче январĕн 3-мĕшĕнче Çĕнĕ çулхи мини-футбол турнирĕ иртнĕ. Ăна ял тăрăхĕнчи çамрăксем пуçарнипе йĕркеленĕ, вĕсемех куçса çÿрекен «Кĕçĕн Пăла» кубока çирĕплетнĕ. Ăмăртура ял тăрăхне кĕрекен кашни ялтан пĕрер команда тупăшнă. Аслă Çĕрпÿел çамрăкĕсем пурне те хыçа хăварса Кубока тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Йăвашкелсем, виççĕмĕш вырăнта — Хиртишăхасансем.
Асанкассинче те январĕн 2-мĕшĕнче мини-футбол турнирĕ иртнĕ. Унта «Тугаево» команда 1-мĕш вырăна тухнă. «Ух» команда — иккĕмĕш вырăнта, «Каток» команда — виççĕмĕш вырăнта. Çавăн пекех чи лайăх вăйăçăсене те палăртса Хисеп грамотисемпе чысланă. Çав шутра: Станислав Пыркин — «Чи лайăх тапăнса вылякан», Алексей Ельтемиров — «Чи лайăх вратарь», Александр Ильин — «Чи лайăх хÿтĕлевçĕ», Георгий Катмаков — «Чи çамрăк вăйăçă», Стас Курицын — «Чи хитре гол». Çавăн пекех Александр Яковлев — «Хитре те хĕрÿллĕ вăйăшăн» грамотăна тивĕçнĕ.
Январĕн 6-мĕшĕнче Асанкассисем Н.М.Копташкина асăнса ирттернĕ хоккей турнирĕнче тупăшнă. Хĕрÿ ăмăртура чи вăйлисем мала тухнă.
Районта канмалли кунсенче спорт ăмăртăвĕсем чылай иртнĕ.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *