Манăн юратнă кукамая Зоя Викторовна тесе чĕнеççĕ. Вăл 35 çул ытла Тăманлă Выçли шкулĕнче кĕçĕн классен ачисене çырма, вулама, шутлама вĕрентнĕ. Вăл вĕрентнĕ ачасем паянхи кун çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ. Вĕсем Зоя Викторовнăна ырăпа асăнаççĕ, час-часах тав сăмахĕ калаççĕ.
Зоя вăрçă пуçланнă çул çуралнă. Пурнăç йывăрлăхне ача чухнех нумай тÿсме тивнĕ унăн. Ашшĕ вăрçăра пуçне хунă. Амăшĕ тăватă ачапа тăрса юлнă, вĕсене ура çине тăратас тесе кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшнă. Кукамай хăйĕн йывăр ачалăхĕ çинчен час-часах аса илет.
Пирĕн кукамай чунĕпе питĕ ырă. Вăл çынсене ыррине кăна сунать, нихăçан та сивĕ сăмах каламасть.
Паянхи кун пирĕн çемьере кукамай питĕ пысăк вырăн йышăнать. Эпир тетепе шкултан килнĕ çĕре апат пĕçерсе хурать. Алли унăн ылтăн. Пире ăшă чăлха-нуски çыхса парать. Вăл пĕçерекен çĕрулми пÿремечне эпир пурте юратса çиетпĕр. Кукамай мана виçĕ çулта чухнех сас паллисемпе паллаштарчĕ. Вăл тăрăшнипе эпĕ вулама вĕрентĕм.
Манăн юратнă кукамай 80 çул тултарать. Çулĕсем пулсан та чунĕпе çамрăк. Вăл пĕрре те ĕçсĕр лармасть, пахча-çимĕç лартса тăвать, чăх-чĕп ÿстерет. Вăл чăваш юррисене итлеме питĕ кăмăллать. Сасси унăн уçă, кирлĕ чухне юрласа та парать.
Кукамайăн 6 мăнук. Аслă мăнукĕсем вĕренсе пĕтерсе пурнăç çулĕ çине тăнă, тĕрлĕ ĕçре вăй хураççĕ. Кукамай вĕсемпе мухтанать, çитĕнĕвĕсемшĕн савăнать. Эпир ăна кулянтарас мар тесе тăрăшатпăр. Эпĕ те кукамая яланах пулăшатăп, лайăх вĕренсе савăнтаратăп.
К.ИЛЬИНА.