Пурнăç урапи пĕр вырăнта тăмасть, пĕрмаях малалла кусать. Кун хыççăн кун, çул хыççăн çул иртсе пынă май район сăн-сăпачĕ улшăнса пыни тÿрех курăнать. 20—30 çул каяллахипе танлаштарсан, Комсомольски ял тăрăхĕ те чылай урăхланнă, çĕнĕ çуртсем ÿсе-ÿсе ларнă, çулсем çĕнелнĕ, урамсем хăтлăланнă, илемленнĕ.
Комсомольски район центрнех илер-ха. Кăçал вăл тĕпрен улшăнчĕ тесен те йăнăш пулмасть. Тĕп лапам хăтлăланчĕ, илемленчĕ, пысăкланчĕ. Район центрĕнчи парка çĕнетес енĕпе «Хăтлă хула хутлăхĕ йĕркелесси» программăпа килĕшÿллĕн пысăк ĕçсем тума палăртнă. Ку енĕпе пĕлтĕрех ĕçе пикен- нĕччĕ ĕнтĕ, çавах та тумалли тата та нумай. Çулла паркри тимĕр картасене унчченхи вырăнтан илсе проектпа смета документацийĕ тăрăх вырнаçтарма тытăннă. Уçăлса çÿрекенсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерме çĕнĕ тротуарсем сарнă. Çавăн пекех Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунисене асăнса лартнă палăк çумне те хунарсем выр- наçтарнă. Çак вырăна тирпей-илем кĕртес енĕпе «Стройсервис» АХО тăрăшнă. Август вĕçĕ тĕлне кăçалхи ĕçсен пĕрремĕш тапхăрне вĕçленĕ вĕсем.