«Вак тата вăтам предпринимательлĕх тата уйрăм предприниматель пуçарăвне пулăшу кÿресси» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енре ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене пулăшу кÿрес енĕпе регионаллă проект пурнăçа кĕрет. Унпа килĕшÿллĕн 2024 çул тĕлне республикăри ял хуçалăх тытăмĕнче тăрăшакан вак тата вăтам предпринимательсен шутне ÿстерме, çĕнĕ хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем тата ял хуçалăх потребительсен кооперативĕсем тума палăртнă. Çавăн пекех проект ĕçлекен хуçалăхсен тухăçлăхне, усăлăхне ÿстерес тĕллевлĕ.
Р.А.Хайртдинов çак проекта хутшăнса çемье фермине аталантарма грант çĕнсе илнĕ. 5 миллиона яхăн тенкĕлĕх грант укçине фермер хăйĕн хуçалăхне аталантарасси çине янă: çĕнĕ лаша ферми хăпартнă, 68 пуç тиха туяннă. Çак гранта иличчен хуçалăхра 31 пуç лаша пулнă. Бизнес-планпа килĕшÿллĕн 2024 çулччен лашасен йышне 200 пуçа çитерме палăртнă.
Хуçалăх 460 гектар çĕрпе усă курать. Çакă янаварсем валли апат çителĕклĕ хатĕрлеме май парать.
Гранта панă чухне тепĕр тĕллев çине те тимлĕх уйăраççĕ. Унпа усă курса пурнăçлакан ĕçсем çĕнĕ ĕç вырăнĕсем туса памалла. Лаша фермине хута яни пилĕк çын валли ĕç вырăнĕ туса панă.
Хресчен /фермер/ хуçалăхĕн ертÿçи Рамис Аминубаевич пуласлăха пысăк шанăçпа тинкерет, пуçаруллă фермерăн планĕсем курăмлă.
Малашне тухăçлăн ĕçлеме, çитĕнÿсем туса пыма ăна ăнăçу сунатпăр.