Суббота, 27 апреля

Тĕвĕленччĕр çемьесем, пепкесем йышлăланччăр

Тĕвĕленччĕр çемьесем, пепкесем йышлăланччăр

Кирек мĕнле патшалăх та çирĕп çемьесем çинче никĕсленет. Самана улшăнать-и, пĕр ăру вырăнне тепри килет-и — çак чăнлăх хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмасть. Хăйсен пуласлăхне çирĕп шанакан çемьесенче ача та йышлă çуралать. ЗАГС пайĕнче тăрăшакансемшĕн çемье чăмăртанни, ача çурални — чи ырă та паллă хыпарсем. Шел пулин те унта тăрăшакансен ырă хыпарсемпе çеç çырлахмалла мар, çын пурнăçран уйрăлнине те, çемьесем арканнине те, хушамата е ята улăштарнине те регистрацилемелле.
Районти ЗАГС уйрăмĕнче тăрăшакансен ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ. Уйрăм начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Федотова пĕлтернĕ тăрăх паянхи куна вĕсем çынсене 7 тĕрлĕ пулăшу кÿреççĕ. Уйрăмра вĕсем иккĕн тăрăшаççĕ — Ольга Федотова начальник ĕçĕсене пурнăçлать, Марина Фадеева аслă специалист.
Ольга Витальевна палăртнă тăрăх савăнăçлă хыпарсене чăннипех те регистрацилеме кăмăллă. Тĕслĕхрен, ача çуралнă пирки калакан свидетельствăсене те савăнăçлă лару-тăрура парасси йăлана кĕнĕ. Акă, ноябрь уйă хĕнче районта 100-мĕш ача çуралнă май ача ашшĕне çемьери паллă пулăмпа саламланă. 50 çул пĕрле пурăнакан мăшăрсене ылтăн туй ячĕпе çулсерен чысласси манăçа тухмасть.
— Декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 113 пепке çут тĕнчене килнĕ. Çакă пĕлтĕрхинчен кăшт сахалрах. Пĕлтĕр çак вăхăтра 141 «çĕнĕ кайăк» вĕçсе килнĕ. Çемье çавăракансем те кăçал сахалрах. Декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 72 мăшăршăн Мендельсон маршĕ янăранă, пĕлтĕр çемье çавăракансем 84-ăн пулнă. Çав вăхăтрах вара 36 çемье арканни те кăмăла кăштах хуçать. Çут тĕнчерен уйрăлакансен йышĕ пысăк. 332 çын вилнĕ, — пĕлтерчĕ Ольга Витальевна.
А.АНТОНОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *