Йĕркене пăсрăн – штраф тÿле

Декабрĕн 17-мĕшĕ тĕлне республикăра 14697 çын коронавируспа чирленĕ, вĕсенчен 13121-шĕ сывалнă, 391 çыннăн пурнăçĕ усал чире пула татăлнă. Районта та кунсерен коронавирус ертнĕ çынсене регистрацилеççĕ.
Сыхлăх пирки пĕрмаях асăрхаттарса тăратпăр пулсан та, чир ерессинчен сыхланас тĕллевпе çирĕплетнĕ йĕркене пăсакансем пур. Вĕсене тупса палăртас тесе районта кашни кунах рейдсем иртеççĕ. Полици сотрудникĕсенчен, район администрацийĕн ĕçченĕсенчен тăракан 14 ушкăн обществăлла вырăнсенче йĕркене мĕнле пăхăннине тĕрĕслет, ăна пăсакансене асăрхасан протоколсем çырать. Çак эрнере çакнашкал тĕслĕхсемпе 6 протокол çырнă. Çав шутра обществăлла вырăнта маска тăхăнман çынсене тата суту-илÿ точкисенче ĕçлекенсем маскăсăрах тавар сутнине тупса палăртнă. Аса илтеретпĕр, йĕркене пăснăшăн 1 пин тенкĕрен пуçласа штраф тÿлеттерме пултараççĕ.
Усал чире сарăлма парас мар тесен кашни çыннăн ятарлă йĕркене пăхăнмалла, яваплăха туйса коронавируса ертес мар тесе асăрханмалла. Обществăлла вырăнсене маскăсемсĕр ан тухăр, алăсене дезинфекцилеме ан манăр. Сывлăхлă пулăр.
Н.КАЛАШНИКОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *