Ыйту чылай пулчĕ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин декабрĕн 17-мĕшĕнче пресс-конференци ирттерчĕ. Кăçал ăна тÿрĕ калаçу евĕр йĕркелерĕç, вăл 5 сехете яхăн тăсăлчĕ. Владимир Владимирович журналистсен ыйтăвĕсене кăна мар, ахаль çынсен ыйтăвĕсене те хуравларĕ.
Мĕн канăçсăрлантарать-ха Раççейре пурăнакансене? Ыйтусем тĕрлĕ енлĕ çеç мар, вĕсем кашни сферăна пырса тиврĕç. Журналистсем хăйсен ыйтăвĕсене çеç мар, регионсенче пурăнакансене хумхантараканнисене те хускатрĕç.
Пирваях Магаданра пурăнакан журналист Владимир Владимировича кăçалхи çулталăка хаклама ыйтрĕ: лайăх е япăх?
Çулталăк Раççейшĕн çеç мар, пĕтĕм тĕнчешĕн çăмăл килменнине, коронавируса пула тĕнчери 70 миллион çын шар курнине палăртмасăр хăвармарĕ Владимир Путин. Коронавируса пула ĕçсĕрлĕх шайĕ ÿснĕ. Апла пулин те кăçалхи çул паллă пулăмсемпе те пуян пулнă. Аса илмелли нумай. Вĕсенчен пĕри — Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитни.
Сывлăх сыхлавне пырса тивекен ыйту та сахал мар пулчĕ. Тÿлевсĕр эмелсемпе тивĕçтересси, медицина ĕçченĕсене хавхалантарасси, коронавирусран прививка тăвасси, медицина учрежденийĕсенче пĕлÿ пухакан студентсене ĕçе явăçтарасси, волонтерсен ĕçĕ кăсăклантарать.
Ачаллă çемьесене тивĕçлĕ пулăшу кÿресси те чи малтан татса памалли ыйтусем йышăнче. Ку енĕпе çитес çул сахал мар çăмăллăх кÿрĕç.
Экологи, ял хуçалăхĕ, вĕренÿ, культура, транспорт сферине, ĕçлĕ тата пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăнусене пырса тивекен ыйтусене тата ыттисене те сÿтсе яврĕç. Пĕтĕмлетсе калас пулсассăн — çынсене хумхантаракан ыйту сахал мар, Владимир Путин кашнине шута илме тата вĕсене уçăмлатма шантарчĕ.

А.МАРИЯН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *